Комсомольский муниципальный округ

Чи лайăххине палăртар

Республикăри Наци библиотеки кашни çулах çулталăк кĕнекине палăртма "Литературăллă Чăваш Ен" конкурс ирттерет. Кăçал конкурс кăрлач - ака уйăхĕсенче иртет. Унта 2013 çулта кун çути курнă 192 кĕнекене тишкерсе хак параççĕ. Асăннă конкурсăн тĕллевĕ - çынсене кĕнекепе çывăхрах туслаштарасси, вулани культурлăхăн чи кирлĕ пайĕ пулса тăнине палăртасси тата ытти те. Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палăртма вулакансен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. "Чăваш кĕнеки" номинацире проза жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнекене, "Асамлă йĕрке" номинацире поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнекене, "Ача-пăча тĕнчи" номинацире вара - чи лайăх вуланакан ача-пăча кĕнекене палăртаççĕ. "Книжная столица" номинацире акци-конкурс ирттерес тĕлĕшпе чи лайăх мероприяти ирттернĕ район палăрĕ. "Лидер чтения" номинацире чи нумай, лайăх вулакана (виçĕ ỹсĕмпе - 7-14, 15-22, 22 çултан аслăраххи) палăртĕç. Районти тата ял библиотекисенче тăрăшакансем конкурсра çĕнтернĕ кĕнекесемпе куравсем йĕркелĕç, вулакансен конференцийĕсемпе диспучĕсене тата ытти мероприяти ирттерĕç. "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса хутшăнакан кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешсен произведенийĕсем те пур. Вĕсем Мария Каçалсем "Çул кăтартрĕ пире анне пилĕ" сăвăсен пуххи, Валери Туркайăн "Ку эпĕ - Валери Туркай" сăвăсен пуххи, Валери Туркайăнах "Пурăнатпăр-ха!", Геннадий Уткинăн "Сармантей саманин саламачĕ", Куçма Турханăн "Свияга впадает в Волгу" кĕнекисем.

Хисеплĕ вулакансем! Эсир конкурса хутшăнакан чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртасса шанатпăр. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра районти тата ялсенчи библиотекăсем урлă пĕлтерме пултаратăр. 2013 çулти кĕнекесем ялти библиотекăсенче те пур. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вулакан миçе кĕнеке вуласа тухни çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.



"Каçал Ен"
14 февраля 2015
18:54
Поделиться