Комсомольский муниципальный округ

Йăлмахвасем "Юр кунĕ" уявра

Январĕн 18-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хут "Юр кунĕ" иртрĕ. Çак уява уявлама Йăлмахвасем чи хитре вырăна суйласа илчĕç - сад çумĕнчи уçланкă, юнашарах пĕве. Кунта йĕлтĕрпе, конькипе чупма, тăвайккинчен ярăнма, пĕве çинче футболла выляма та пулать. Уява 50 çын ытла хутшăнчĕ: пĕрисем йĕлтĕрпе, теприсем çунашкапа, виççĕмĕшĕсем вара тăвайккинчен ярăнма тесех тухнă.

Юр кунне Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин уçрĕ. Вăл ял халăхне пуçласа иртекен уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ăна кашни çулах ирттерме сĕнчĕ. Юр кунĕ йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнчен пуçланчĕ. Унта çамрăкки те, аслăраххи те хутшăнчĕ. Чи асли - тава тивĕçлĕ вĕрентекен, ветеран, ялти хисеплĕ çын Петр Егорович Рыжов, чи кĕçĕнни - 8 çулхи Никита Старунов.

Тăвайккинчен ярăнса киленни - чи хавасли. Ларса та, çурăм çинче выртса та, пĕр-пĕринпе çыхăнса пăравус пулса та, çунашкасемпе те ярăнчĕç ачасем, вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те. Никам та айккинче пăхса тăмарĕ. Чи пĕчĕккисене вара "Амăшĕпе пепки" эстафета уйрăмах кăмăла кайрĕ. Икĕ, виçĕ çулхи пепкисене çунашкасемпе амăшĕсем туртса тупăшрĕç. Пĕве çинче арçынсем хушшинче мини-футбол иртрĕ. Икĕ команда - "хĕрлисемпе" "саррисем" - ăмăртрĕ. Вăйă туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ. Чылай вăхăт хушши илтĕнчĕ хаваслă вăйă-кулă сасси. Юр кунне хутшăннисем килĕсене çĕкленỹллĕ кăмăлпа тата тулли вăй-хăватпа саланчĕç.

Р.Смирнова



"Каçал Ен"
28 января 2015
11:13
Поделиться