Комсомольский муниципальный округ

Хушма професси илме

Кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр хушма професси илме тата малашне ĕçе вырнаçас туртăмлисене, виçĕ çула çитеймен ачасен амăшĕсене вĕренме йыхравлать. Çакна ача амăшĕсен професси ăсталăхне ỹстерес тесе йĕркелеççĕ. Кăçал ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене вĕрентме палăртнă. Вĕсем: парикмахер, çĕвĕç, повар, "1С:Торговый учет" операторĕ, ПК операторĕ. Вĕренĕве пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ, стипендипе тивĕçтереççĕ, çул укçине те тỹлеççĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хăрарăмсене алла ятарлă документ параççĕ. Вĕренес тĕллевлĕ амăшĕсене, хушма професси илес текенсене çак адреспа йыхравлатпăр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, ыйтса пĕлмелли телефон 5-13-79.



"Каçал Ен"
21 января 2015
15:22
Поделиться