Комсомольский муниципальный округ

Турнирта палăрнă

Январь уйăхĕн канмалли кунĕсенче Чĕмпĕр облаçĕнчи Ишеевка поселокĕнче Раççей Геройне Н.Джорджадза чысласа мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Çак ăмăртура Чăваш Ен чысне район команди хỹтĕлерĕ. Д.Шагаров, С.Батюков, А.Тихонов, Д.Кополухин, Р.Арифуллин, Д.Потапов, А.Гаврилов, Н.Гаврилов, А.Шадрин, Н.Степанов вăйă площадкине тухрĕç, мала тухассишĕн тупăшрĕç. Чи малтанхи вăййа выляса ятăмăр пулин те, пуçа усмарăмăр, ыттисене çĕнтерме тĕллев лартрăмăр. Пĕр-пĕрне ăнланса выляни командăна мала тухма май пачĕ, хĕрỹ тупăшура виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр.



"Каçал Ен"
17 января 2015
11:56
Поделиться