Комсомольский муниципальный округ

Литература тавралăхĕ

2015 çулта республикăра çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Литература тавралăхĕ" проект старт илет. "Литература тавралăхĕ" тĕнчери литература классикин шедеврĕсене сцена çине кăларĕ. Январĕн 14-мĕшĕнче куракансем Петр Чайковскин "Пиковая дама" оперипе киленнĕ. Январĕн 21-мĕшĕнче "Евгений Онегин" оперăна кăтартĕç. Январĕн 24-мĕшĕнче "Севильский цирюльник" постановкăна курса киленме май пур. Январĕн 28-мĕшĕнче Пьер Бомаршен "Безумный день, или Женитьба Фигаро" камичĕ тăрăх хатĕрленĕ "Свадьба Фигаро" сцена çине тухĕ.



"Каçал Ен"
17 января 2015
11:55
Поделиться