Комсомольский муниципальный округ

ЗАГС пайĕн 11 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕ

Районти ЗАГС пайĕ кăçалхи январь - ноябрь уйăхĕсенче граждансен тăрăмĕ çинчен пурĕ 856 акт çырнă. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн хутлăхра 279 ача çуралнă, 149 мăшăр çемье çавăрнă, 25 ачан ашшĕ камне палăртса документ панă. 19 çын хушаматне, ятне е ашшĕ ятне улшăнусем кĕртнĕ. 1 ачана усрава илнĕ, виççĕшне çĕнĕ ашшĕн хушаматне çыртарнă. Вун пĕр уйăхра 324 çын пурнăçран уйрăлни, 56 çемье арканни çинчен документ хатĕрленĕ.



"Каçал Ен"
13 декабря 2014
11:18
Поделиться