Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ лару

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Пухăва декабрĕн 5-мĕшĕнче ирттерме палăртнă пулнă, анчах та ун чухне депутатсем кирлĕ йышпа пухăнманран ларăва тунти кун ирттерчĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен чи пĕлтерĕшлĕреххи - 2015 çул валли тата 2016-2017 çулсене валли район бюджетне йышăнасси. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов малтанах килес çулхи бюджет пирки тĕплĕн каласа панă. Кашни отрасле, сферăна мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртнă. Сăмахран, 2015 çулта бюджета 358515,6 пин тенкĕ пырса кĕмелле, çав вăхăтрах 359515,66 пин тенкĕ тăкакланмалла. Бюджета çитес çул тата 2016-2017 çулсем валли районти, республикăри социаллă-экономикăллă аталану мĕнле аталаннине кура çирĕплетнĕ.



"Каçал Ен"
13 декабря 2014
11:17
Поделиться