Комсомольский муниципальный округ

Олимпиада старт илет

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче шкул ачисен пĕлĕвне ỹстерес, тĕрĕслес, вĕсене тĕрлĕ наукăпа кăсăклантарас тĕлĕшпе 2014-2015 вĕренỹ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин муниципаллă тапхăрĕ старт илнĕ. Районта иртекен олимпиадăсене Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче йĕркелеççĕ. Унта шкулсенчи олимпиада çĕнтерỹçисем хутшăнаççĕ.



"Каçал Ен"
19 ноября 2014
10:54
Поделиться