Комсомольский муниципальный округ

Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çак кун яланхиллех района ĕçлĕ визитпа министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем килĕç, тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулса ĕç коллективĕсемпе, халăхпа курнăçĕç.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас, ноябрĕн 20-мĕшĕнче Ачасене право пулăшăвĕ памалли кунпа çыхăннă мероприятисене йĕркелес, халăха патшалăх тата муниципалитет сĕнекен пулăшусемпе туллин усă курма майсем туса парас, усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтусене хускатĕç. Тĕп темăсен шутĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашасси, пушартан сыхланасси, алкоголизма хирĕç профилактика ĕçĕсем пурнăçласси.



"Каçал Ен"
19 ноября 2014
10:39
Поделиться