Комсомольский муниципальный округ

Каникул усăллă иртрĕ

 Раççейĕн пуласлăхĕ ỹсекен ăру хăйĕн тăван çĕршывне, халăхне хисепленинчен, унăн чун-хакăл пуянлăхне ăша хывса еплерех аталаннинчен килет. Уроксенче те, урок хыççăн та кашни вĕрентекен ача аталанăвĕн уйрăмлăхне шута илсе унăн чунне пуянлатас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç тăвать. Эпир пурăнакан тăван ен - Чăваш Республики. Унта курса çỹремелли, тĕпчемелли пайтах. Кашни çыннăн хăй хăш йăхран тухнине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине пĕлмеллех. Истори, пурлăх тата ăс-хакăл культурин палăкĕсене пуçтаракан, тĕпчекен тата вĕсемпе халăха паллаштаракан музейсем пирĕн республикăра 50 яхăн. Пурне те тỹрех асăнса та пĕтереймĕн. Вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пур чухне мĕншĕн кайса курас мар?

Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче вĕренекенсем В.В.Плешкова (1-мĕш тата 3-мĕш), Л.В.Хораськина (5-мĕш класс) ертỹçĕсем тăрăшнипе Шуршăл тата Шупашкар хулисенче пулчĕç.

- Урра! Шуршăла каятпăр! - савăнчĕç ачасем экскурсие каясси çинчен пĕлтерсен. Шуршăл - А.Г.Николаев ялĕ. Андриян Григорьевич - космоса çул уçакансенчен пĕри. Юрий Гагаринпа Герман Титов хыççăн тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ виççĕмĕш çын. Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пĕрремĕш хут вăл 1962 çулта "Восток-3" караппа вĕçевре пулнă. 1970 çулта - иккĕмĕш хут. Унăн тăван ялĕнче Космонавтика музейĕ пур. Музейри экспонатсем çав тери кăсăклантарчĕç ачасене. Унти ĕçченсем Раççейĕн ытти космонавчĕсем çинчен те нумай интересли каласа пачĕç. Çак музее 119 космонавтран 60 ытларахăшĕ килсе курнă. Вĕсем асăну паркĕнче кашни хăйĕн ячĕпе туя йывăçĕ лартса хăварнă. Çак аллейăра пулнă хыççăн ачасен кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартас туйăм çуралчĕ.

Шуршăлти музейрен тулли кăмăлпа тухса Шупашкара çул тытрăмăр. Шупашкар - Чăваш Республикин тĕп хули. Кунта тем тĕрлĕ музей, библиотека, театр, кинотеатр пур. Курса çỹремелли питĕ нумай. Ачасем кинотеатрта интереслĕ кино курчĕç. Шел, кун вĕçленчĕ. Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр яла. Ачасен чăваш халăх историйĕпе анлăрах паллашас шухăш çуралчĕ. Апла пулсан, çитес каникулта тĕп хулари тата ытти музейсене, интереслĕ, илемлĕ вырăнсене çитсе курăпăр.



"Каçал Ен"
15 ноября 2014
15:07
Поделиться