Комсомольский муниципальный округ

Предпринимательлĕх кунĕнче

Район территорийĕнче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 639 пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ шутланнă, вĕсенчен 133-шĕ - пĕчĕк предприятисем, 506 уйрăм предприниматель. Çак сферăра пурĕ 1869 çын ĕçлет. Самаях пысăк йыш ку. Асăннă сферăра вăй хуракансене пулăшас тĕллевпе ноябрĕн 12-мĕшĕнче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министерствин представителĕсем хутшăннă.

Пухăннисем умĕнче райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Светлана Ульдина 2014 çулти 9 уйăхра районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх мĕнле аталанни çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Усламçăсем экономикăн кашни отраслĕнчех тăрăшаççĕ, ытларахăшĕ вара суту-илỹ тата обществăлла апатлану анинче вăй хурать - 34,5 процент; ял хуçалăхĕнче - 21,8%, промышленноçра - 12,8%, строительствăра - 9,8%, коммуналлă хуçалăхра - 6%, ытти отрасльсенче - 15%. Вĕсен 9 уйăхри çаврăнăшĕ 3,2 процент ỹссе 855 млн тенкĕпе танлашнă. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ вара 11260 тенке çитнĕ. Предпринимательсем валли йĕркеленĕ канашлура çак енĕпе ĕçлекенсене патшалăх мĕнле пулăшусем панине каласа панă, ытти темăсене те хускатнă. Республикăри бизнес-инкубатор, бизнеса пулăшакан агентство, гаранти фончĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарни те кăсăклă пулнă. Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсен ĕçченĕсем бизнеса аталантарма паракан кредитсем çинче чарăнса тăнă.

Канашлăва хутшăннисем И.З.Зиганшин уйрăм предпринимателĕн "Стройдвор" предприятине çитсе курнă.



"Каçал Ен"
15 ноября 2014
14:58
Поделиться