Комсомольский муниципальный округ

"Телей кайăкĕ"

Аистсем Раççейре чи юратнă та хисеплĕ кайăксем шутланаççĕ. Аист пĕчĕк пепке илсе килет тенине пурте пĕлеççĕ. Çак кайăк çинчен юрăсемпе сăвăсем, мифсемпе легендăсем, ỹкерчĕксем питĕ нумай. Аист итлемен ачасене ашшĕ-амăшне хăйĕн сăмсипе илсе пырса панă, ырă шăпăрлансене вара - çурăмĕ çинче. Пирĕн районта кĕçĕн çулхи ачасем хушшинче "Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшсемпе пуян" конкурс иртрĕ. Çак конкурса 3-мĕш "б" класри Анастасия Галзанова та хутшăнма кăмăл турĕ.

Настя - ылтăн кăмăллă хĕрача. Шкулта аван вĕренекенскер, алă ĕçĕ тума та вăхăт тупать. Вăл конкурс валли "Телей кайăкĕ" хатĕрленĕ. Хăйĕн "кайăкне" тĕксенчен, çунатсенчен пуçтарнă. "Телей кайăкĕн" çурăмĕ çинче йăва та пур. Ку вăл ахальтен мар. Аист çурт тăррине йăва çавăрчĕ пулсан - çак çуртра телей хуçаланать. Настя кашни çурт тăрринчех аист йăва çавăрнине курасшăн, кашни килех телей парнелесшĕн. Телей кайăкĕ çынсене тăнăç пурнăç парнелетĕр. Çак ĕçех республикăри конкурса та тăратнă. Вăл тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
12 ноября 2014
12:55
Поделиться