Комсомольский муниципальный округ

Хăвна тĕтĕмпе ан чыхăнтар

Пирус туртни пуриншĕн те сиенлĕ. Уйрăмах пирус ачасемпе çитĕнсе çитмен çамрăксемшĕн хăрушă. Вĕсен çирĕпленсе çитмен организмĕ пирус сĕрĕмĕнчи вăйлă наркăмăша - никотина - питĕ хăвăрт туять. Пирус туртакан çын никотинсăр пуçне тата темĕн чухлĕ япала сывласа илет: сĕрĕм, синильнăй кислота, мышьяк, углерод окиçĕ, рак чирне пуçарса яракан канцероген тата наркăмăшлă ытти япаласем. Пирус туртакан ачасен шучĕпе Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çĕршыври ачасемпе çул çитменнисенчен 33 проценчĕ пĕрмаях пирус туртать. Табак туртни çулсерен пилĕкшер миллион çынна вĕлерет.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ Раççейре ирттернĕ "Шкул ачисен сывлăхĕ тата вĕсем сывлăх сферинче хăйсене тыткалани" тĕпчев хыççăн çакăн пек ỹкерчĕк тухса тăнă: 15 çулхи арçын ачасенчен 20 проценчĕ пĕрмай пирус туртать, хĕр ачасем - 14 процент. Сăнанă тăрăх, Раççейре арçын ачасенчен ытларахăшĕ 14 çулта туртма пуçлать, хĕр ачасем - 13-16 çулсенче. 15 çулта пирус туртма пуçланă çынсем 25 çулта пуçланисенчен ỹпке ракĕпе 5 хут ытларах вилеççĕ. Никотин тумламĕ лашана вĕлерет теççĕ. Тĕрĕсрех каласан, никотинăн пĕр тумламĕ виçĕ лашана вĕлерме çитет. Çыншăн çак вилĕм дози мĕнлерех-ши? Çитĕннисемшĕн - тỹрех пĕр пачка пирус туртни, çул çитменнисене "леш тĕнчене" лекме вара çур пачка та çителĕклех. Çул çитмен ача 2-3 сигарет туртсанах вилсе кайнă тĕслĕхсем те пур историре, мĕншĕн тесен пурнăçшăн кирлĕ центрсем наркăмăшланнипе тăруках чĕре чарăнса ларнă. Паян эпир сирĕнпе çул çитмен ачасем пирус туртма пуçлани çинчен калаçăпăр. Çакă çамрăксемшĕн те усăллă пуласса шанатпăр. Тен, пирĕн калаçу хыççăн шутласа илĕç...

Тĕрлĕ ялсенчи çул çитмен ачасемпе тата мăн çынсемпе ыйтăм ирттертĕм. Вĕсенчен чылайăшĕ пирус туртни пурнăçа кĕскетнине пĕлет. Шел пулин те, вĕсен хушшинче кун пирки нихăçан та шутламаннисем тата табак сиенлине ĕненменнисем те пур. Вĕсен шухăшĕсемпе паллашар-ха.

Вадим (16 çулта): Пирĕн çемьере пирус туртакансем çук. Шутласа пăхăр-ха хăвăрах, пĕр пачка пирус вăтамран та аллă тенкĕ тăрать. Туртакан çын паллах çак наркăмăша кашни кун илет. Уйăхне 1500 тенкĕ укçа пĕтет, тен ытларах та. Çулталăкне вара! Ман шутпа, çак 50 тенкĕпе спорт комплексне кайса кашни кун шывра ишни аванрах. Мĕншĕн çын хăйĕн сывлăхне пĕтерет-ши? Ăнланмастăп.

Сергей (14 çулта): Пирус туртакан çын хăйне кăна мар, таврари çынсене те хăрушлăха кĕртсе ỹкерет, пирус туртман çын туртаканнипе чылай вăхăт пĕр пỹлĕмре ларсан лешĕ туртмассерен пĕрер сигарет "туртать"... Çакăн çинчен те, пирус туртнин ытти сиенлĕхĕ çинчен те эпĕ кашни кун тенĕ пекех интернетра видео куратăп. Вĕсене пăхнă хыççăн туртакансене шеллесе те илетĕп. Манăн пĕр юлташ пурччĕ. Çемйипе ялтан хулана пурăнма куçса кайрĕç. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсем ялта пурăнчĕç. Пĕррехинче ун патне кайрăм, вăл ун чухне килĕнче пĕчченехчĕ. Кĕсйинчен пирус пачки туртса кăларчĕ те пĕр сигаретне чĕртсе ячĕ. Пирус сиенлĕ пулнине каласа патăм, вăл вара хулара пирус туртакансем "паттăр" тесе ăнлантарчĕ. Эпĕ вара унпа текех калаçмарăм.

Марина (15 çулта): Арçын ачасем пирус туртма пуçланине хăйсене çитĕнсе çитнĕ çын пек тата "паттăрлăх" кăтартас килнĕ шухăш-туйăмпа ăнлантарса пама пулать. Анчах та юлашки вăхăтра пирус туртакан хĕрсене те курма пулать. Мĕн пĕлсе туртаççĕ-ши вĕсем? Модăна пăхса е урăх сăлтавпа? Вĕсем пулас амăшĕсем вĕт!

Алексей (32 çулта): 10 çул туртатăп, çартан таврăннă хыççăн туртма вĕрентĕм те çапла хăнăхса кайрăм. Мĕншĕн туртнине хам та пĕлместĕп. Кунне пĕр пачка туртса яратăп. Вăл вара 50 тенкĕ тăрать. Уйăхне 2000 тенке яхăна кайса ларать. Пĕр шăлавар хакĕ ĕнтĕ. Пăрахмалла-ха та. Эпĕ çемьеллĕ, икĕ ывăлпа хĕр ỹсеççĕ. Ачасене начар тĕслĕх панине питĕ лайăх ăнланатăп, çапах та пĕр хăнăхнă йăлана пăрахма йывăр. Арăм, паллах, пирус туртнăшăн вăрçать.

Оля (25 çулта): Хĕрсенчен чылайăшĕ пирус туртса начарланма пулать тесе шутлать. Чăнах та, пĕр чарăнми, апат çимесĕр мăкăрлантарсан начарланма пулать. Анчах вĕсене тепĕр хăрушлăх сыхласа тăрать - виçи чакса çитессе кĕтсе илеймесĕрех ракпа чирлесе вилме пултараççĕ вĕт. Шел пулин те, çакна чылай хĕрарăм ăнланмасть. Хуласенче ытларах коляска тĕртсе пыракан амăшĕсем пирус туртаççĕ, кун пек чухне вĕсем çине йĕрĕнсе пăхса иртетĕп. Вĕсем хăйсене çеç мар, пепкин сывлăхне те хавшатаççĕ вĕт! Нихăçан та çак наркăмăша алла тытмастăп.

Валера (28 çулта): Пирус туртма 20 çулта пуçларăм. 25 çулта авлантăм, часах пепке çуралчĕ. Пирус туртнă хыççăн арăм пепке патне пыртармастчĕ, каярах вара чĕлĕм шăрши пĕтмесĕр те пỹрте кĕртместчĕ. Питĕ тарăхаттăмччĕ, тăтăшах хирĕçме пуçларăмăр. Çемье арканас патне çитсессĕн вара çак пируспа хама наркăмăшлантарнисĕр пуçне çемьене çухатма пултарассине ăнланса илтĕм. Арăма туртма чарăнасса шантартăм, малтанлăха, паллах, йывăрччĕ. Халĕ вара хама хаваслă та телейлĕ туятăп.

Енчен те туртма пуçланă пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр пăрахăр çак сиенлĕ йăлана. Пирус туртни сывлăхшăн çав тери сиенлĕ пулнине ăнланăр. Сигаретран сивĕнме çăмăл мар пулсан та çăлăнма май пур. Çак йĕркесене пăхăнни пулăшма пултарать: 1. Сигарет туртма пăрахмалли куна палăртса хурăр. 2. Хăвăра малтанхи кунсенче чĕлĕм шухăшĕнчен пăрма пултаракан ĕçсем палăртăр. 3. Сигаретпа çыхăннă япаласене курăнмалла мар пытарса хурăр. 4. Ытларах хускалăр, тренажер залне кайăр, уçăлса çỹрĕр, шывра ишĕр. 5. Вăхăтлăха кулленхи йĕркесене улăштарăр, кашни ир ĕçе кайнă чух çула май сигарет туянма хăнăхнă пулсан урăх маршрут суйласа илĕр. 6. Оптимист пулăр, никотинран сивĕннĕ чухнехи туйăмсем кăмăллах мар, анчах вĕсем сирĕн организм сывалса пынине палăртаççĕ. Пĕр-икĕ эрнерен канăçсăрлăх иртет. 7. Каллех туртма сăлтав ан шырăр, стресс е уяв кивĕ йăла патне таврăнмаллине пĕлтермеççĕ, çăвара пĕр сигарет кăна хыпсан та алă иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ... патнелле туртăнатех. 8. Хăвăра савăнтарăр. Малтан сигарет илме тăкакланă укçапа кăмăл туртакан япала туянăр. Сигаретран ирĕклĕ кашни кун сывлăхăра, çемйĕре, пурлăхăра усă кỹнине асра тытăр, çĕнĕ пурнăç пуçлăр.

      Тĕнче мĕн тери илемлĕ! Сигаретсăр пурнăç мĕн тери ырă!



"Каçал Ен"
12 ноября 2014
12:54
Поделиться