Комсомольский муниципальный округ

Йĕркене пăхăнмасан явап тытма лекет

Мĕн ĕлĕкренех ар çын çут тĕнчене килсен салтака юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Халĕ вара ытларахăшĕ салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнать, тарса çỹрет. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшỹллĕн кашни ар çыннăн çар тивĕçĕсене пурнăçламалла. Анчах та çуркуннехи, кĕркуннехи призыв вăхăтĕнче çара каяссинчен тарса çỹрекенсем çав-çавах пур-ха. Чи малтанах яшсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмаççĕ, сывлăхне тĕрĕслемеççĕ. Çавна май йĕркене пăсаççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухманнишĕн, çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен тарнишĕн каччăсене административлă тата уголовлă йĕркепе айăплаççĕ, явап тыттараççĕ.

Сăмахран, РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 21.5 статйипе килĕшỹллĕн районти çар комиссариатне палăртнă вăхăта килмен, 3 уйăхлăха урăх вырăна пурăнма куçнă е çар учетĕнчен тухмасăр ют çĕршыва 6 уйăхлăха кайнă, мăшăрланни, вĕренни, ĕçлени, урăх регионта пурăнни çинчен пĕлтермен йĕкĕтсене штрафлама ирĕк пур. Çара каяссинчен пăрăнакан каччăсене РФ Уголовлă Кодексĕн 328-мĕш статйине тĕпе хурса, йĕркене пăхăнманшăн 200 пин тенкĕ таран штраф пама е 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Апла пысăк штраф тỹличчен, тĕрмене кайиччен çар ретне тăни лайăхрах пулĕ. Кун пирки çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен тарса çỹрекен 30 çамрăк та шутласа пăхатех пулĕ тетĕп. Сăмахран, паянхи куна Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски, Елчĕк районĕсен пайĕнче 30 çамрăк йĕркене пăхăнмасть, тарса çỹрет. Вĕсенчен 10-шĕ - пирĕн районтан, 20-шĕ - Елчĕкрен.



"Каçал Ен"
12 ноября 2014
12:53
Поделиться