Комсомольский муниципальный округ

Сочири фестивальте

Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшĕччен Сочи хулинче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Пурте пĕрле - Раççей" фестиваль иртнĕ. Унта Раççейĕн пур регионĕсенчен те художество пултарулăх коллективĕсем пухăннă. Пирĕн районти "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ те çитсе курнă уява. Асăннă фестивале РФ Культура министерстви йĕркеленĕ, ăна Культура çулталăкне тата Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă.

"Каçал" ансамбле ăшшăн кĕтсе илнĕ, Олимп ялĕнчи "Бархатные сезоны" отель-хулара вырнаçтарнă. Уяв савăнăçлă лару-тăрура "Айсберг" пăр керменĕнче иртнĕ. Халăхсене пĕр-пĕрин культурипе паллаштарас енĕпе 80 выставка павильонĕ хатĕрленĕ. Выставкăна хамăр ентешĕмĕрĕн, Йỹç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Людмила Козлован ал ĕçĕсене те тăратнă. Уява Раççейри 85 субъектран 3 пин ытла пултарулăх делегацийĕ, алă ăстисем, ремесленниксем хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администраци ертỹçин çумĕ Магомедсалам Магомедов В.В.Путинăн саламлă телеграммине вуласа панă, хăйĕн ячĕпе пурне те саламланă. Раççей культура министрĕ Владимир Мединский салам сăмахĕсем каласа уяв уçăлнине пĕлтернĕ. Ун хыççăн ялавçăсем Раççей субъекчĕсен ялавĕсене йăтса çаврăннă. "Каçал" ансамбль Пятницкий ячĕллĕ Патшалăх хорĕпе пĕрле Раççей гимнне тата "Конь" юрра юрланă. Фестивалĕн иккĕмĕш кунхине пултарулăх коллективĕсен гала-концерчĕ пулнă. Уявăн юлашки кунĕнче профессионаллă коллективсен пысăк концерчĕ иртнĕ.

Концерт панă кăтартусем тăрăх "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ (Владимир Павлов - ансамбль ертỹçи, Светлана Лаврентьева, Николай Кисапов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Николай Николаев, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова) "Пурте пĕрле - Раççей" фестивалĕн Дипломне тата нумай парне, асăнмалăх ытти япаласем илме пултарнă. Концертсенчен каннă хушăра Хура тинĕс çыранĕ хĕррипе уçăлса çỹреме, "Адлер" санатори-курорт комплексĕнче пулса курма тата Сочи хулинчи ытти илемлĕ вырăнсемпе паллашма та вăхăт тупăннă ансамбле çỹрекенсен.

Ансамбль ертỹçи Владимир Павлов хула хăйсене тараватлăн, сăпайлăн кĕтсе илнишĕн, фестивале кайса килме пулăшнăшăн Валерий Гордеева (Шупашкар хули), Сергей Герасимова (Комсомольски ялĕ) тата ытти спонсорсене те тав сăмахĕ калать.



"Каçал Ен"
12 ноября 2014
12:52
Поделиться