Комсомольский муниципальный округ

Кĕскен

Патшалăх пулăшăвĕсене илмелли пĕрлехи порталти регистрацие нумай функциллĕ тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта çирĕплетме май пур. Çак кунсенче регионта асăннă учрежденисен тытăмĕнче ансат электронлă алă пусма ирĕк парассипе центр йĕркеленĕ. Порталта çăмăл регистраци витĕр тухнисем тата харпăр хăй пỹлĕмĕнче хăйсен даннăйĕсене хăварнисем НФЦ-та тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта хăйсен ятне çирĕплетме пултараççĕ.

2014 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăри промышленность производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнă (Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче 4-мĕш вырăнта), тирпейлекен промышленность - 105,8 процент. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ял хуçалăх продукцийĕ туса илес хаклăх - 105 процент. Пĕтĕм çăл куçсенчен килекен инвестици калăпăшĕ - 100,1 процент (2013 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсемпе танлаштарсан). Кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 464,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă е пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 101,5 процент. Ĕçченсен вăтам шалăвĕ кăçал 8,6 процент ỹссе, 20 пин те 419 тенкĕпе танлашнă.



"Каçал Ен"
22 октября 2014
18:34
Поделиться