Комсомольский муниципальный округ

Педагогсем ăмăртнă

Çак кунсенче районти педагогсем - профсоюз членĕсем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне черетлĕ ăмăртăва пухăнчĕç. Вĕсене вĕ рентекенсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ А.Яковлев, "Кĕтне" ФСК директорĕ Е.Тихонов, Н.Максимов тĕп судья ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Сĕтел çи теннис ăмăртăвне районти вĕренỹ учрежденийĕсен 19 команди хутшăнчĕ. Тупăшу чăннипех те хĕрỹ пулчĕ. Куçса çỹрекен кубока Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн команди тивĕçрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, "Кĕтне" ФСК ĕçченĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.



"Каçал Ен"
22 октября 2014
18:28
Поделиться