Комсомольский муниципальный округ

Ентешсем - офицерсем

 Хăватлă, аслă çĕршывăмăр фашизма хирĕç çĕкленсен, пирĕн ентешĕмĕрсем те кар тăнă, ашшĕ-амăшĕсен, тăванĕсен ятне çỹлте тытнă. Тăван çĕршыва паттăррăн хỹтĕлеме пурнăçне шеллемен. Вилнисен ятне манмасăр иртнĕ тапхăра яланах асра тытар. Районта çуралса ỹснĕ офицерсен паттăрлăхĕ те нихăçан та ан манăçтăр. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрин ячĕсем "Астăвăм" кĕнекере çук.

Вĕсенчен пĕри - Серафим Данилович Безруков. Вăл Аслă Чурачăк ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Çитĕнсен аслă пĕлỹ илнĕ, Шупашкар хулинчех çемье çавăрнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан хулари военкоматран ун патне Хĕрлĕ Çара кайма повестка çитнĕ. Юстици майорĕ 198-мĕш стрелоксен дивизине лекнĕ. Хаяр вăрçă кунĕсене Ленинград облаçĕнче кĕтсе илнĕ. Ентеш çар трибуналĕн председателĕнче, 3-мĕш рангри çар юрисчĕ пулса ответлă вырăнта службăра тăнă. ВКП(б) членĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Раççей Оборона министерствин архивĕнче Серафим Данилович шăпи пирки çапла çырнă: "1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче служба вăхăтĕнче пуçне хунă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Псковски районĕнчи Трошино ялĕнче пытарнă. Мăшăрĕ, Екатерина Григорьевна Киселева, Шупашкар хулинчи Ленин урамĕнчи 9-мĕш çуртра пурăнать. Йăмăкĕ - Мария Даниловна".

Тепĕр ентеш - Николай Иванович Воронков. Вăл 1908 çулта Хурнай ялĕнче çуралнă. Нальчик хулинче пурăннă, 1940 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. 1931 çулта ăна ВКП(б) ретне илнĕ, пирвайхи парти организацийĕн секретарĕнче вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче те çак ĕçрех тăрăшнă, Закавказски фронтри 351-мĕш дивизин кадрсемпе ĕçлекен капитанĕ, 1161-мĕш стрелоксен полкĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Архивра упранса юлнă хут çинче çапла çырнă: "1943 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче пуçне хунă. Ставрополь крайĕнчи Майски районĕнчи Малька ялĕ çывăхĕнче пытарнă. Мăшăрĕ, Клавдия Максимовна Воронкова, Нальчик хулинче Республикански урамĕнчи 46-мĕш çуртра пурăнать". Николай Ивановича 1943 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Награда хутĕнче çапла çырнă: "Январĕн 3-мĕшĕнче Воронков капитанпа пĕр автоматчик Нальчик хулишĕн пынă çапăçура хулана пĕрремĕш кĕреççĕ. Воронков капитан нимĕçсен 10 салтакне тĕп тăвать. Вĕсем чакса пыракан тăшмана хăвалаççĕ. Баксан ялĕ çывăхĕнче Воронков нимĕçсем майлă çапăçакан 2 румын салтакне леш тĕнчене ăсатать. Январĕн 8-мĕшĕнче тăшмана парăнтарса пынă вăхăтра 3-мĕш батальонри салтаксемпе пĕрле Малька ялне пĕрремĕш кĕреççĕ. Тăшман пульли Воронков капитанăн пурнăçне татать".

Тăван çĕршывăмăрăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса вилнĕ паттăрсен таса ячĕсем пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.



"Каçал Ен"
18 октября 2014
13:24
Поделиться