Комсомольский муниципальный округ

Ентешĕн черетлĕ кĕнеки

Чăваш кĕнеке издательствинче черетлĕ кĕнеке кун çути курнă. Хальхинче РФ Писательсен союзĕн пайташĕн, пирĕн ентешĕн Светлана Гордееван "Карçинккари кăмпасем" кĕнеки тухнă. Светлана Гордеева иртнĕ кĕркунне вăрманта уçăлса çỹренĕ, кăмпа шыранă. Çав вăхăтра сăвă йĕркисем çуралнă. Çапла майпа поэт вăрмантан кăмпапа çеç мар, сăвăсемпе те таврăннă.

Светлана Гордеевăна çимелли тата наркăмăшлă кăмпасене уйăрма ашшĕ, Денис Гордеев çыравçă, ача чухнех вĕрентнĕ-мĕн. Ашшĕ кăмпаçă пулнă. "Хальхи ачасем кăмпасене паллаççĕ-и?" - поэта çак ыйту канăçсăрлантарнă. Çавăнпа кăмпасем пирки кĕнеке кăларма шухăшланă та. Çĕнĕ кĕнеке çимелли тата наркăмăшлă кăмпасем пирки каласа кăтартать.

Ỹкерчĕксене те автор хăех хатĕрленĕ. Ỹкерчĕксем хăйне евĕрлĕ. Хурăн кăмпи ав хурăн милĕкĕпе мунчара çапăнать, хыр кăмпи хĕвел айĕнче хĕртĕнсе выртать. "Карçинккари кăмпасем" кĕнеке вырăсла тата чăвашла чĕлхесемпе тухнă. Ăна вырăсларан Валерий Кошкин поэт куçарнă.



"Каçал Ен"
08 октября 2014
09:43
Поделиться