Комсомольский муниципальный округ

Ватăсене саламланă

Иртнĕ эрнере Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан ветерансем Ваттисен кунне уявланă. Чи малтанах вырăнти ветерансен совечĕн председателĕ Людмила Макарова икĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ, пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева пенсие пырса тивекен ыйтусене уçăмлатнă, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă. Александровка культура çурчĕн артисчĕсем ветерансене савăк юрă-ташăпа савăнтарнă. Вĕсемпе пĕрле ватăсем те чылай юрă шăрантарнă. Пĕрле пухăнса калаçса ларма майсем туса панăшăн, чейпе хăналанăшăн ветерансем чĕререн тав тунă.



"Каçал Ен"
08 октября 2014
09:31
Поделиться