Комсомольский муниципальный округ

Форума хутшăннă

Районти "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ черетлĕ уявран Хисеп грамотипе таврăннă. Ансамбль Шупашкар хулинче агрегат завочĕн культура керменĕнче йĕркеленĕ регионсем хушшинчи "Россия - Родина святая" VI форума хутшăннă, хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă.

- Пĕтĕм регионран килсе çитнĕ фольклор ансамблĕсемпе пĕр сцена çинче юрлани, Хисеп хутне тивĕçни пире савăнтарать, малалла ĕçлеме хăпартлантарать. Çак тĕл пулу пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма, курнăçса калаçма майсем туса пачĕ. Форума çитĕнекен ăрăва тăван ене юратма хăнăхтарас, унăн историйĕпе, культурипе паллаштарас тесе йĕркелеççĕ, - пĕлтерчĕ ансамбль ертỹçи Владимир Павлов.



"Каçал Ен"
01 октября 2014
09:57
Поделиться