Комсомольский муниципальный округ

Республикăра

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Сочире иртнĕ инвестици форумне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Унта РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн пилотлă тапхăрĕн ĕç кăтартăвĕсене сỹтсе явнă. Рейтингăн пилотлă тапхăрĕнче инвестици климатне тишкерме федерацин 21 субъекчĕ хутшăннă. Михаил Игнатьев никама пăхăнман экспертсем федераци субъекчĕсене хак пани хамăрăн начар е вăйлă енсене палăртма пулăшнине каланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнес умне тухса тăракан административлă чăрмавсем çинчен те сăмах хускатнă. Хăш-пĕр полномочисене регионсене нимĕн иккĕленмесĕрех пама май пуррине палăртнă. Республикăмăр инвестици климатне хаклама май паракан наци рейтингне хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

"Сочи - 2014" Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче Чăваш Ен делегацийĕ "РЕНОВА" компанисен ушкăнĕн правленийĕн председателĕпе Алексей Московпа тата унăн çумĕпе Ринат Халиковпа Шупашкарти аэропорта "Регионсенчи аэропортсем" АХП программине кĕрсе реконструкци тăвасси пирки канашланă. "Хĕвел" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн, "Химпром" АУПăн малашнехи ĕçне те сỹтсе явнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пирки сăмах хускатнă.



"Каçал Ен"
24 сентября 2014
13:33
Поделиться