Комсомольский муниципальный округ

Рейд ирттернĕ

Çемьере çитĕнекен ачана кирлĕ воспитани парасси - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Анчах та çакă пур чухне те пурнăçланмасть. Ачасен пурнăç условийĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăрас тесе район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси специалисчĕсем ял тăрăхĕсене тухса çỹреççĕ, шăпăрлансен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче шăпах çакăн пек рейд Александровка ял тăрăхĕнче иртнĕ. Специалистсем çул çитмен 9 ача ỹсекен 5 çемьере пулнă, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă, калаçу ирттернĕ



"Каçал Ен"
20 сентября 2014
14:14
Поделиться