Комсомольский муниципальный округ

Психологи пулăшăвĕ курăмлă

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта "Аспект" вĕренỹпе методика центрĕн психологĕсем ĕç шыракансемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере Н.Фадеева психолог ĕçсĕр граждансемпе тĕл пулчĕ, калаçу ирттерчĕ. Вĕсемпе мини-лекци, тĕрлĕ хăнăхтарусем йĕркелерĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан 45 çынна психологи пулăшăвĕ панă. Вĕсем "Успех рождается с тебя", "Достижение цели", "Мастерство общения", "Сотвори сам себя" тренингсене хутшăннă, консультаци илнĕ. Шăпах çакăн пек тренингсем ĕçсĕр çынсене ĕç тупма, плансене çирĕплетме пулăшаççĕ. Сăмахран, паянхи куна вĕсенчен 25-шĕ ĕç вырăнĕ тупнă, 3 çын профессиллĕ пĕлỹ илнĕ.



"Каçал Ен"
17 сентября 2014
09:41
Поделиться