Комсомольский муниципальный округ

Сĕт фестивалĕ иртет

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулинче "Николаевский" суту-илỹ комплексĕнче сĕтĕн 3-мĕш фестивалĕ иртет. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви йĕркелет. Унăн тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, сĕт-çу продукцине усă курассине çĕклесси, ĕçтешсем хушшинчи хутшăнусене майлаштарасси. Фестивальте аслисемпе ачасене савăнма тĕрлĕ мероприятисем пулаççĕ. Вĕсенчен пĕринче апат-çимĕç специалисчĕсем (кулинарсем) тĕрлĕ сĕт апачĕсем хатĕрлесе ăмăртаççĕ.

Çавăн пекех республикăри тĕрлĕ шкулта вĕренекенсем валли ỹкерчĕксен, тĕрлĕ вак-тĕвексен, сăвă конкурсĕ иртмелле. Фестивале хутшăнакансем сĕт продукцине туса кăларакансенчен сĕт-турăх туянма, вĕсен пахалăхне, тутине хаклама пултараççĕ. Çавăн пекех "контрольная закупка" конкурса та хутшăнма пулать.

Асăннă фестивале Мускав хулинчи сĕт хатĕрлекен "СОЮЗМОЛОКО" Наци Союзĕн Правлени Председателĕ Андрей Даниленко та çитсе курма шантарнă.

Сĕт-çу юр-варне тутанса пăхас текенсене сентябрĕн 26-мĕшĕнче Республика тỹремĕнче 13:00 сехетре кĕтеççĕ. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче "Николаевский" суту-илỹ комплексĕнче фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.



"Каçал Ен"
10 сентября 2014
09:15
Поделиться