Комсомольский муниципальный округ

Форум тĕрлĕ мероприятисемпе пуян

"Раççей - спорт çĕршывĕ" Пĕтĕм Тĕнчери спорт форумĕн ĕçлĕ программине тата ăсталăх сехечĕсене Чăваш Енрен хутшăнакан спортпа педагогика общественноçĕ пирки ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ.

Сергей Владимирович каланă тăрăх - спортăн 5 тĕсĕпе ăсталăх сехечĕ ирттерме палăртнă. Ăсталăх сехечĕсене пĕтĕмпе çĕршыври 400 ытла специалист хутшăнмалла. Çав шутра - Чăваш Енри150 тренер. Спорт форумĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне тата спортсменсен парадне йĕркелеççĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулари "Энергия" стадионта "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" ăмăрту иртĕ, 9-10-мĕшĕсенче "Автомобильсĕр пĕр кун" акци йĕркелесшĕн. Çавна май хула çыннисем ĕçе общество транспорчĕпе тата çуран çитме пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен спорт форумĕн кунĕсенче ĕçе те, уява та спорт тумĕпе кайма ирĕк пур.

Шупашкарта "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх" спорт индустрийĕнчи çитĕнỹсен куравне йĕркелемелле. Выставка Республика тỹремĕнчи 2-мĕш павильонра уçăлĕ. Унта экспонатсемпе паллашнисĕр пуçне тĕрлĕ мероприяти, çав шутра ачасем валли викторинăсемпе вăйăсем тата кĕнеке куравĕ те, пулĕ.



"Каçал Ен"
10 сентября 2014
09:13
Поделиться