Комсомольский муниципальный округ

Эпир спортпа яланах туслă

Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума кĕтсе хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Тĕнчери, Раççейри паллă спортсменсем, хăнасем килĕç Чăваш Ене. Хулана спорт форумĕпе çыхăннă плакатсем илемлетĕç. Шупашкарти тĕп урамсенче баннерсем вырнаçтарĕç, чарăну вырăнĕсене пĕлтерỹсем çакĕç. Кунсăр пуçне 50 троллейбуспа 200 маршрут таксине капăрлатĕç. "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курма палăртаççĕ. Октябрĕн 10-мĕшĕнче хула тата районсен çыннисем "çăлтăрпа" пĕрле зарядкăна тăрĕç. Унта шкул ачисене те явăçтармалла.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - республикăри телекуравсем Чăваш Енри паллă спортсменсем пирки ятарлă кăларăмсем хатĕрлĕç. Хаçат-журналсенчи материалсем ятарлă логотиппа пичетленĕç.

Форумччен "Советская Чувашия" хаçат "Эпĕ сывă тăк - çĕршыв та вăйлă" сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Унта чи малтанах вулакансем тата сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен сăн ỹкерчĕксем урлă хăйсем спорта юратнине, унпа туслă пулнине кăтартса памалла. Конкурса тăратнă ĕçсене ăста фотографсемпе спортсменсем хаклаççĕ. Чи маттуррисене хаклă парнесемпе хавхалантарĕç. Сăн ỹкерчĕксене октябрĕн 1-мĕшĕччен редакци почтине sch@chuvashia.ru ярса памалла е çак адреспа çитермелле: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт. "Спорт конкурсне" тесе палăртма ан манăр.



"Каçал Ен"
27 августа 2014
08:56
Поделиться