Комсомольский муниципальный округ

Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ

 2014 çул пуçланнăранпа Комсомольски районĕнче 13 хут пушар тухнă, 2013 çулхи асăннă тапхăртинчен 4 ытларах. Вут-çулăм 1426 пин тенкĕлĕх сăтăр кỹнĕ. Пушарсен пысăкрах пайĕ (10) пурăнмалли секторта тухнă. Çакнашкал инкек-синкексенчен çынсене асăрхаттарас, пурлăха вутран сыхламалли меслетсене ăнлантарса парас тĕллевпе район администрацийĕ пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ йĕркелеме йышăннă.

Çак тапхăрта пушар надзор пайĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенче пулса профилактика мероприятийĕсем ирттерчĕç. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара ытти службăсемпе - 31-мĕш пушар чаçĕн, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе - пушар тухас хăрушлăх пур çуртсене çитсе тĕрĕсленĕ. Район территорийĕнче нумай хваттерлĕ тăватă йывăç çурт пур. Çав çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçусем ирттернĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн темипе кăларнă памяткăсем панă. Рейд вăхăтĕнче кăмакасемпе тĕтĕм тухакан çулсене, электропралуксене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Шăпах çавсен юсавсăрлăхĕ ытларах чухне пушар сăлтавĕ пулса тăрать-çке. Тупнă çитменлĕхсене пĕтермелли меслетсем пирки канашсем панă.

Граждансене яланах тимлĕ пулма чĕнсе калатпăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене куллен пăхăнăр. Инкек сиксе тухсан çăлав службисен телефонĕсемпе шăнкăравлăр: "01", "101", "112".



"Каçал Ен"
23 августа 2014
10:55
Поделиться