Комсомольский муниципальный округ

Рейд иртет

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн Тĕп управленийĕн хушăвĕпе Чăваш Республикин ШĔМĕн планĕпе килĕшỹллĕн, çул урлă каçмалли йĕркесене пăснине пула çулсем çинчи инкексен шутне чакарас, çынсен пурнăçне тата сывлăхне сыхлас, çул-йĕр çинчи административлă право йĕркисене пăсассине чарса лартас енĕпе августăн 21- 22-мĕшĕсенче районта рейд иртет.

Раççей ШĔМĕн территориллĕ органĕсен ĕçне хаклани кăçалхи 7 уйăхра республикăри çулсем çинче 143 инкек пулнине, вĕсенче 22 çын вилнине, 125 çын аманнине кăтартса панă. Çул урлă каçмалли вырăнсенче йĕркене пăснине пула инкексем пуласси пысăк-ха. Урам урлă каçмалли вырăнсенче çуран çỹрекенсене çул памасăр йĕркене пăснă водительсене тупса палăртасси чакса пырать.



"Каçал Ен"
20 августа 2014
11:45
Поделиться