Комсомольский муниципальный округ

Турнирта - иккĕмĕш

Июлĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнче Чăваш Республикинчи пограничниксен II турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва пограничник-пенсионерсем, çамрăксем хастар хутшăннă. Вĕсем винтовкăран персе, кире пуканĕ йăтса вăй виçнĕ. Тупăшăва Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсемпе ялĕсенче, хулисенче пурăнакан спортсменсем хутшăннă, спортри ăсталăхне тĕрĕсленĕ.

Районти пограничниксем, кăçал пуçласа, çак ăмăртăва хутшăннă. П.Степанов, М.Иванов, В.Матросов тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçнĕ. Михаил Иванов кире пуканĕ йăтса, винтовкăран персе палăрнă, иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикинчи "Пограничное братство" правлени председателĕ, турнир йĕркелỹçи А.Шорников çакăн пек ăмăртăва июлĕн 19-мĕшĕнче Патăрьелĕнче паллă тума палăртнă. Унта та пирĕн спортсменсем хутшăнасса, çĕнтерессе шанатпăр.



"Каçал Ен"
09 июля 2014
08:38
Поделиться