Комсомольский муниципальный округ

Выставкăсем татах та пулччăр

Иртнĕ эрнере Республика кунĕ ячĕпе районти культурăпа кану центрĕн фойинче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин паллă ỹнерçисен, ентешсен выставки уçăлчĕ. Выставкăра В.С. Васильев, М.Г. Григорян, В.А. Лукиянов, В.Х. Камалетдинов ỹкерчĕкĕсемпе паллашма май пур, пурĕ 30 картинăна яхăн. Шăпах вĕсен авторĕсем пурте выставка уçăлнă çĕре хутшăнчĕç, пухăннисене Республика кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç.

- Комсомольски районĕ маншăн тăван район пекех. Эпир ку тăрăха час-часах ятарласа пленэра çỹретпĕр. Сирĕн тăрăхри хитре вырăнсемпе киленетпĕр, вĕсене ỹкеретпĕр. Сăмахран, паянхи выставкăра Каçал тăрăхне сăнланă ỹкерчĕк сахал мар. Эсир çав тери илемлĕ вырăнта пурăнатăр, уяв ячĕпе саламлатăп сире, - терĕ ăшшăн Михаил Григорян.

Куравра тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕрте ỹкернĕ картина чылай. Ỹнерçĕсем тăван тăрăха, ют çĕршывсенчи хитре вырăнсене, уйрăм çынсене тата ытти са-мантсене ỹкернĕ. Картина хуçисем пĕлтернĕ тăрăх, кăмăла кайнă ỹкерчĕксене туянма та май пур, вĕсен хакĕсене палăртнă. Апла пулсассăн культурăпа кану центрне çитме васкăр, илемлĕ картинăсемпе паллашăр. Кунта чăннипех те пуян содержаниллĕ, хитре картинăсем чылай. Пăхатăн та вĕсем çине таçта инçете, çав вырăна çитсе курнăнах туйăнать. Курма килнисем уйрăмах "Каллы" ỹкерчĕк кăмăла кайнине пытармарĕç.

- Малашне татах та çакăн пек выставкăсем йĕркелесех тăмалла пултăр, - пĕлтерчĕç пухăннисем.



"Каçал Ен"
02 июля 2014
06:52
Поделиться