Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх производство кооперати-вĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче утă тата сенаж хатĕрлес ĕç вăй илсех пырать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 3453 тонна утă, 9527 тонна сенаж хатĕрленĕ, нумай çул ỹсекен курăксен 4554 гектарне çулнă.

Сенаж хатĕрлес ĕçре "Урожай" колхозра тăрăшакансем чи маттуррисем. Вĕсен 1860 тонна сенаж хатĕр. "Восток" ЯХПК-ра - 1730 тонна, "Пайгасра" - 800 тонна, "Рассветра" - 1220 тонна, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче 550 тонна сенаж хатĕрленĕ. "Труд" ЯХПК-ра хĕле валли 510 тонна утă хатĕр. "Слава" ял хуçалăх предприятийĕнче 310 тонна, "Дружба" ЯХПК-ра - 100 тонна, "Асаново" хуçалăхра - 256 тонна, "Заряра" - 200 тонна, "Урожайра" - 305 тонна, "Дубовка" ООО-ра 200 тонна утă пур.



"Каçал Ен"
02 июля 2014
06:48
Поделиться