Комсомольский муниципальный округ

"Библиотекăна кĕнеке парнеле"

Акци вăхăтĕнче, февралĕн 17-мĕшĕнчен майăн 31-мĕшĕччен, районти тĕп библиотекăн комплектовани пайĕ, библиотекăн кĕнеке фондне пуянлатас тĕлĕшпе, кĕнеке издательствисемпе тата уйрăм çынсемпе ĕçлет. "Издательский дом Мещерякова", "Захаров", "Просвещение" издательствăсемсĕр пуçне "РИПОЛ классик" издательствăран та 58 кĕнеке килнĕ. Кĕнеке издательстви - Раççей кĕнеке рынокĕнче малта пыракан издательствăсенчен пĕри. Районти ача-пăча тĕп библиотеки "РИПОЛ классикран" парне илнĕ. Унта - А.С.Пушкин, И.С.Тургенев, А.И.Куприн, М.Ю.Лермонтов, Н.В.Гоголь вырăс писателĕсем çырнă илемлĕ литература. Чи пĕчĕккисем тата аслăраххисем валли юмахсем, кĕçĕн çулхисен тата аслăраххисен пĕлỹ литератури, ашшĕ-амăшĕсем воспитани темипе çырнисене илсе вулама пултарĕç.

       Район çыннисем те хастар хутшăнаççĕ çак акцие. Вĕсем библиотекăна 568 экземпляр илемлĕ литература, энциклопеди, справочниксем парнеленĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем акци участникĕсене - библиотекăна кĕнеке парнелекенсене - А.Г.Зайцевăна, Л.Н.Изекеевăна, В.С.Васильева, М.В.Мокеевăна, Н.А.Кольцовăна, О.Н.Сергеевăна, Т.А.Кондратьевăна, И.В.Николаевăна, Л.Р.Моисеевăна, С.Г.Абламскаяна, Е.В.Ананьевăна, В.В.Лазаревăна, Н.И.Кокшина, М.Н.Тимофеевăна, В.А.Мартыновăна, Н.А.Ижеевăна, Нина Яковлевна тата Петр Степанович Зайцевсене, Л.Н.Швецовăна, Е.Н.Хораськинана, Т.Ю.Меньшиковăна, Л.Г.Шуряшкинана, В.Г.Дерягина, О.Н.Митрофановăна, Т.П.Титова, В.И.Емельяновăна ырă ĕçшĕн тав тăваççĕ.

      Ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансен ячĕсене районти тĕп библиотекăн Парнелекенĕн хисеп кĕнекине кĕртĕç. Кĕнеке çĕнĕ е лайăх пахалăхлă пулмалла. Илемлĕ, ача-пăча литератури, словарьсем, энциклопедисем парнелеме пултаратăр. Пурне те хаваспах йышăнатпăр.



"Каçал Ен"
05 апреля 2014
11:11
Поделиться