казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сывлăха тĕреклетме - хырлăха

13 января 2016 г.

Сывлăха тĕреклетме - хырлăха

Сивĕсем çемçелсенех, хĕллехи канмалли кунсемпе усă курса, ватти-вĕтти урама тухма васкарĕ, вăхăта уçă сывлăшра хусканура ирттерме тăрăшрĕ. Йĕлтĕрпе туслисем вăрманалла çул тытрĕç; хоккейла выляма, конькипе ярăнма е бассейнра ишме кăмăллакансем – «Туслăх» спорт комплексне. Шăматкун, январĕн 9-мĕшĕнче, йĕлтĕрпе чупма юратакансемшĕн Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче чăн-чăн уяв пулса иртрĕ. Кунĕ те çав тери илĕртỹллĕччĕ - тин çеç çунă шап-шурă юр çийĕн йĕлтĕр йĕрĕсем авкаланса выртаççĕ, лăпкă çанталăк васкамасăр, илемлĕн юр пĕрчисем вĕçтеркелет. Тăван çĕршывăн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов уçрĕ. Владимир Васильевич ял тăрăхĕсенчен, вĕренỹ учрежденийĕсенчен, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенчен килнĕ йĕлтĕрçĕсене ăшшăн саламларĕ, сывлăх кунне кăмăллă та усăллă ирттерме пурне те ăнăçу сунчĕ. Яланхи пекех Çĕнĕ çул умĕн районта ялсене уяв сăнĕ кĕртес тĕллевпе конкурс ирттернĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков çак конкурс çĕнтерỹçисене Хисеп грамотипе чысларĕ. Конкурсра ача сачĕсем хушшинче Шăмăршăри «Ромашка», «Сказка» тата Карапай Шăмăршăри «Василек» палăрнă. Шкулсене илес пулсан - Шăмăршăри тата Карапай Шăмăршăри вăтам тата Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ĕçченĕсем пултаруллă пулнă. Учрежденисемпе организацисенчен вара халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатне мухтамалла. Ял тăрăхĕсем хушшинче çак конкурсра Шăмăршăра тата Карапай Шăмăршăра пурăнакансем малти вырăнсене йышăннă. Спорт уявĕн программине тĕп судья В.Антонов ертсе пычĕ. Чăн малтан стартатĕрлĕ тытăмри руководительсем - район администрацийĕн пай ертỹçисем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, шкул тата предприятисен директорĕсем- тухрĕç. Пĕрремĕш çаврăм хыççăнах лидерсем палăрчĕç, чи вăйлă йĕлтĕрçĕсен йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов чупни ăмăрту çивĕчлĕхне ỹстерсе тăчĕ, спортпа "чирлекенсем" финиша çитессе чăтăмсăррăн кĕтсе йĕлтĕрçĕсене хавхалантарса тăчĕç. Кăçал та чи хăвăрт чупакан ертỹçĕ Ю.Ермолаев (Карапай Шăмăршăри вăтам шкул) пулчĕ, ун хыççăн çак дистанцие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Васильевич çăмăллăнах парăнтарчĕ, виççĕмĕш вырăнта - Р.Сорокин (Палтиелĕнчи вăтам шкул). Шкул ачисем хушшинчи эстафета ăмăртăвĕ те питĕ хĕрỹ иртрĕ. Кăçал яшсемпе хĕрсем уйрăм ăмăртрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем - яшсем те, хĕрсем те - чи вăйлисем пулчĕç, иккĕмĕшсем - карапайшăмăршăсем, виççĕмĕш вырăнта - пăчăрлăпашьелсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем те командăсем тăратнă. Çĕнтерỹçĕсем, яланхи пекех, - анат-чаткассем (хĕрачасем те, арçын ачасем те). Арçын ачасенчен иккĕмĕш вырăнта - патирексем, виççĕмĕшсем – пуянкассем. Хĕрачасем хушшинче иккĕмĕшсем пуянкассем пулчĕç. Патирексен çитĕнĕвĕ уйрăмах савăнтарать - чи пĕчĕк комплектлă шкул (пурĕ 38 ача вĕренет!) команди районта иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ - йĕлтĕр йĕрĕ çинче кун пек çитĕнỹ вĕсен тахçантанпах пулманччĕ! Предприятисемпе организацисем эстафетăна çапла вĕçлерĕç: çĕнтерỹçĕ - район администрацийĕн команди, иккĕмĕш вырăнта Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче ĕçлекен- сем, виççĕмĕшсем - Шăмăршăри вăтам шкул вĕрентекенĕсем. Ял тăрăхĕсен йĕлтĕрçисем те питĕ çивĕч ăмăртрĕç. Кăçал 11 команда тупăшрĕ çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн, çак шутра - Карапай Шăмăршăн 3 команди. Финиша, пĕлтĕрхи пекех, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн йĕлтĕрçисем В.Яковлев пуçлăхĕпе пĕрле чăн малтан вирхĕнсе çитрĕç. Вĕсем хыççăнах Анат Чаткас ял тăрăхĕн спортсменĕсем те çил пек вĕçтерсе килчĕç. Пуянкассем те питĕ хăвăрт чупрĕç - кăшт çеç вĕсенчен кая юлчĕç. Карапайшăмăршăсен иккĕмĕш команди 4-мĕш вырăнпа çырлахрĕ. Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе тата Грамотăсемпе чысларĕç. Чи пахи вара - уçă сывлăшпа киленни, сывлăха çи- рĕплетни. Çак кун районти спорт ветеранĕсем те хăйсен вăй-халне виçсе пăхрĕç, çамрăксемпе тан ăмăртрĕç. Сăмах - 65 çулхи Нина Харлампьева çинчен. «Шанс» ОООн ферма заведующийĕ хĕрарăм-ертỹçĕсем хушшинче темиçе çамрăк спортсменкăна хыçа хăварса 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ! Арçынсенчен чи асли - Владимир Шуряков, 71 çулхи йĕлтĕрçĕ Шăмăршă ял тăрăхĕшĕн чупса командăна 5-мĕш вырăна кăларчĕ. Уçланкăра кăçал ăмăртăва хутшăнман ытти ветерансем те йĕлтĕрпе çавра хыççăн çавра туса ярăнса çỹрерĕç. Сăмахран, çичĕ теçеткене çывхарса пыра- кан Л.Никитина, Б.Воробьев спортсменсем. Йĕлтĕр çине тăмасăр пĕр кун та ирттересшĕн мар вĕсем çакнашкал илемлĕ хыр вăрманĕ илĕртсе тăнă чухне. Акă мĕн чухлĕ тĕслĕх çамрăксемшĕн! Хĕл кунĕсем пире пайтах сывлăха тĕреклетме тата кăмăл-туйăма çĕклеме майсем туса параççĕ. Кашнинех туллин усă курасчĕ вĕсемпе! Телевизорпа компьютер умĕнче ларнипе сывлăхлă пулаймăн. Атьăр-ха пурте йĕлтĕр çине тăрар, хĕл кунĕсемпе киленер! Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика