Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çул çитменнисене ĕçе вырнаçтаратпăр "Касал ен"

15 мая 2013 г.

Професси суйлас ыйту шкулта вĕреннĕ чухнех пăшăрхантарма пуçлать. Çавăнпа та ĕçпе тивĕçтерекен центрта 14—18 çултисене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Çак ÿсĕмрех ĕçлесе куракансене кайран професси суйлама чылай çăмăлрах. Унсăр пуçне аслă классенче вĕренекенсем каникул вăхăтĕнче ĕçе çÿрени преступленисенчен, йĕркене пăснисенчен асăрханмалли лайăх мел шутланать. Çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссипе тата ытти организацисемпе килĕштерсе вăй хуратпăр.

Чи малтанах сахал тупăшлă, тулли мар çемьесенчи ачасене, ниçта та ĕçлемен ашшĕ-амăшĕсен тĕпренчĕкĕсене, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире шутра тăракан ачасене ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр.

2013 çул пуçланнăранпа районти организацисемпе 9 килĕшÿ туса 84 ачана ĕç тупса патăмăр. Çав шутра 11-шĕ — тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен, 2-шĕ — усрава илнĕ тăлăх ачасем, 9-шĕ — сахал тупăшлă çемьесенчен, пĕри — çÿлерех асăннă комиссире шутра тăраканскер.

39 ача ял тăрăхĕсен территорине тасатас, çар мухтавĕн обелискĕсемпе палăкĕсене юсаса тирпей-илем кĕртес ĕçсене хутшăннă, 18-шĕ архивра ĕçсене хатĕрлесе çĕленĕ çĕрте тăрăшнă.

14—18 çултисене ĕçе вырнаçтарас енĕпе уйрăмах район администрацийĕ, Хирти Сĕнтĕр, Шурут, Комсомольски, Асанкасси ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хастар.

Ĕçленĕ вăхăтра çул çитменнисене ĕçпе тивĕçтерекен центр 658,9 тенкĕлĕх пурлăх енчен пулăшу панă.

Вăхăтлăх ĕçсене хутшăнас текен 14—18 çулсенчи граждансене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак документсене илсе пыма ыйтатпăр: заявлени-анкета, паспорт, СНИЛС, материаллă пулăшăва куçарма перекет кĕнеки.

Г.ВОРОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика