Куславкка муниципаллă округӗ

Персона: Куславккасем Сергей Бутяков музейне уҫасшӑн

Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Буяткова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑн. Уҫасса уҫасшӑн та, анчах кӗмӗл ҫитменни кансӗрлет. Ҫавна кура район администрацийӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене музей валли укҫа уйӑрса пулӑшма ыйтать. Тупрана епле расчет счечӗ ҫине куҫармаллине райадминистраци хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Сергей Буятков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, пӗтӗм экипаж ҫунса каять.

Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят параҫҫӗ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.

Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем вӑл тӑрӑхри тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.

#музейсем, #Шуланкӑ, #Питӗр, #Мари Эл, #Анат Шуршу, #вӑрҫӑсем, #Куславкка районӗ



http://www.chuvash.org/news/11943.html
27 марта 2016
08:40
Поделиться