ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пособи йĕрки

22 января 2021 г.

Ĕçсĕрлĕх пособийĕ малашлăхра коронавирус пандемийĕ шайĕнче сыхланса юлать. Кун пирки Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ.

Министр каланă тăрăх, ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пĕчĕк виçи 1500 тенкĕ, чи пысăк виçи 12130 тенкĕ пулĕ. Раççей Федерацийĕн правительствин раштав уйăхĕнчи çак йышăнăвĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Кунсăр пуçне тата, Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, 3-7  çулсенчи ачасене пособи памалли йĕрке те улшăнать. Виçĕ тĕрлĕ тÿлев çирĕплетнĕ.  Унăн виçи çемье тупăшĕнчен килет.  Тупăш пĕчĕкрех тĕк тÿлев виçи пысăкрах пулĕ. Хăш-пĕр çемьесемшĕн вăл пĕр уйăхне 9851 тенкĕпе танлашĕ.

Çемьесен пособи илме хушма справкăсем пама тивмĕ. Социаллă пулăшу органĕсем кирлĕ тÿлев виçине гражданин заявленийĕ тата патшалăхăн информаци системисен даннăйĕсем тăрăх шутласа хурĕç.

Заявленисене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Çапах та тÿлеве 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шутласа парĕç.  Ăна пĕр çулталăклăха çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика