Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ентеше асăнса турнир иртнĕ

  Шăматкун Ухман вăтам шкулĕнче Чечняра пуç хунă Алексей Петрова  асăнса теннис турнирĕ иртнĕ. Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Поляков, «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Зоя Орлова, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă ветерансен уйрăмĕн председателĕ Максим Ильин, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров, шкул директорĕ Светлана Калиновская, вĕрентекенсем, ял çыннисем хутшăннă. Турнир А.Петрова пĕр минут шăп тăрса асăннипе пуçланнă.

  Аса илтеретпĕр: Алексей Петров Ухман ялĕнче 1976 çулхи мартăн 27- мĕшĕнче çуралнă. 1994 çулхи июнь уйăхĕнче ăна çара илнĕ, çак çулхи декабрĕн 30- мĕшĕнче Грозный хулинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 1995 çулхи январĕн 8- мĕшĕнче Алексея тăван ялĕнче пытарнă. РФ Президенчĕн Указĕпе вилнĕ хыççăнн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

 Теннис ăмăртăвне районти вунă  ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕсем, вăрмар районĕн, канашпа Куславкка хулисен спортсменĕсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене икĕ номенаципе палăртнă. Пĕрремĕш номинацире Ухман ялĕн иккĕмĕш команди çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăна Ухмансен пĕрремĕш команди тухнă. Виççĕмĕш вырăн – Вăрмар районĕн. Иккĕмĕш номенацире турнир кубокне Ухман ял тăрăхĕн çамрăкĕсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе  виççĕмĕш вырăнсене Шелттем тата Ачча ял тăрăхĕсен теннисисчĕсем йышăннă. Ăмăрту çĕнтерÿçисемпе призёрсене грамотăпа, медальпе, парнепе хавхалантарнă.



29 марта 2017
10:48
Поделиться