Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Пионерта» уя тухма хатĕр.

 

Район администрацийĕн пуçлǎхĕн çумĕ Анатолий Егоров, АПК организацийĕсемпе çыхǎнса ĕçлекен пайǎн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов çак кунсенче «Пионер» агрофирма» тулли мар яваплǎ пĕрлĕхре çур акине мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç.

Ěç планĕпе килĕшÿллĕн «Пионер» агрофирма ( генеральный директорĕ Николай Николаев, ĕç тǎвакан директорĕ Владимир Николаев) Шелттем ял тǎрǎхĕн территорийĕнче 325,72 гектар çинче çурхи культурǎсене акасшǎн. Унсǎр пуçне Янгǎлч тата Ачча тǎрǎхĕнчи усǎ курмасǎр выртакан çĕрсене сухаласа пусǎ çаврǎнǎшне кĕртмелле.

Хуçалǎх машинǎпа трактор паркне пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Юлашки икĕ çулта кǎна 100 млн тенкĕлĕх техника туяннǎ: икĕ комбайн, икĕ КБМ – 11 ПС культиватор, тырǎ акмалли комплекс, икĕ БДМ-4,4 дискатор, опрыскиватель, тракторсем, автомашинǎсем тата ыт.те. 6 млн тенкĕлĕх минерал удобренийĕсем, тĕрлĕ им-çам кÿрсе килнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.

Пĕр сǎмахпа, «Пионер» паян тесен паян уя тухма хатĕр.



Канаш ен.
07 апреля 2017
10:33
Поделиться