Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Юридици пулăшăвĕ – тÿлевсĕр

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕчĕ: малашне граждансем адвокатран çеç мар, республикăри район-хулари социаллă хÿтлĕх пайĕсенче те тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Çĕнĕлĕхпе паллаштарма Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрне Наталья Тимофеевăна сĕнтĕмĕр.

— Наталья Юрьевна, çынсен пулăшу ыйтма кам патне каймалла?

— Чăваш Республикин Адвокатсен палатин ятарлă списокне /вăл Юстици министерствин сайтĕнче пур/ кĕртнĕ адвокатсем юридици сĕнÿ-канашĕпе тÿлевсĕр пулăшаççĕ. Çавăн пекех граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене тата вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисене, нотариуссем патне, вузсен çумĕнчи юридици клиникисене, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан центрсене кайма пултараççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕ те, республикăри район-хулари социаллă хÿтлĕх пайĕсем те тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама тытăнчĕç. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара гражданинăн суйлама ирĕк пур: вăл е адвокатран, е социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пулăшу ыйтма пултарать. Унта çырса е сăмах вĕççĕн право консультацийĕ параççĕ, ыйту, ходатайство, ытти право документне хатĕрлеме пулăшаççĕ, патшалăх тата муниципалитет органĕсенче унăн интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Кунсăр пуçне адвокатсем граждансене иск заявленийĕсене, пĕрлехи юрисдикци, апелляци, кассаци сучĕсене жалобăсем, надзор жалобисем çырма тÿлевсĕр пулăшаççĕ, судра граждансен интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Малалла вулас...

Источник: "Хыпар"



04 апреля 2017
21:42
Поделиться