Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Тĕлпулу йĕркеленĕ

   Выльăх – чĕрлĕх чирлемесĕр тăмасть. Чирпе кĕрешиччен ăна  вăхăтра сирсе яни вырăнлăрах. Çак чăнлăха шута илсе районти ветеринарсем ялсенче выльăх тытакансемпе ăнлантару калаçăвĕсем иртереççĕ. Хăрушă тата сарăлакан чирсем çинчен каласа параççĕ, вĕсенчен сыхланмалли профилактика мелĕсемпе паллаштараççĕ. Нумаях пулмасть Ухманти ветспециалистчĕсем ял халăхĕпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Вĕсем Ухман тата Чăрăшкасси ялĕсенче ĕне тытакансен сĕт пробисене тĕрĕслеве илнĕ. Анализ кăтартăвĕсем пур проба та нормăпа килĕшсе тăнине палăртнă



27 января 2017
16:26
Поделиться