Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Мухтанатăп кунта пĕлÿ илнишĕн

Кашни ачах пĕлÿ пухса тăнлă çын пулма ĕмĕтленет. Ăс паракан çутăлăх вучахĕ вара шкул пулса тăрать.

Янкăлч шкулĕнче эпĕ иккĕмĕш класран пуçласа вĕренетĕп. Раççей Паттăрĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕпе хисепленет вăл. Кунта вăл вĕреннĕ, ачалăх çулĕсенче ирттернĕ. Николай Федоровичăн пурнăçĕнче тем тĕрлĕ самант та пулнă пулĕ. Йывăрри те, çăмăлли те. Чун ыратăвĕ те, канлĕхĕ те. Туслăхпа юлташлăх туйăмĕ те кунтах çунатланнă пулĕ.

Чăн- чăн çын пулма вара вăл мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Шкулта чун хавалĕпе тăрăшса вĕренни, аслисене сума суни, кăмăл-сипет енчен çирĕп пулни чунри чи лайăх енсене аталантарнă. Ахальтен мар вăл Раççей Паттăрĕ пулса тăнă. Кăкăр тулли награда ентешĕмĕрĕн. Сăмахпа мар, ĕçпе, чун хавалĕпе тивĕçнĕ ăна Н.Ф.Гаврилов. Пирĕншĕн вăл – ырă тĕслĕх. 



Канаш ен
03 февраля 2015
14:44
Поделиться