Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Хăй пĕчĕк, сиенĕ Пысăк

23 января 2015 г.

 

Çĕнĕ çул тĕлне пĕтĕмлетÿсем тăваканччĕ. Анчах та Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ÿсен-тăран карантинĕ енĕпе тăрăшакан специалисчĕсем ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май савăнмаллинех палăртмаççĕ. Пай пуçлăхĕ Зоя Фомичева каласа панă тăрăх, Чăваш Республикинче тупса палăртнă сăтăрçăсен "пуххи" 2014 çулта çĕнелнĕ тата йышланнă тесен те юрать.

Китай çыннисем "хыр тигрĕ", "хыр йытти", "çÿçеллĕ çулăм" тесе ят панă мур - Çĕпĕр шелкопрячĕ - чăваш вăрманĕнче, Шупашкар районĕнчи Сосновка лесничествинче те капкăна çакланни шăв-шав çĕклерĕ.  Китайра ахальтен мар çапла ят панă хурт-кăпшанка. Çав тери вăйлă сиен кÿнĕрен çакнашкал "чĕннĕ" те ăна. Вăл "кăмăлланă" лăсăллă йывăç пуçĕпех пĕтет темелле. Хăй нумай та кăшламасть пулĕ, анчах та ун хыççăн ытти сăтăрçăсем (усачсем, златоксем, хуппине кăшлакан ытти хурт-кăпшанкă) иленеççĕ, унтан йывăç типсе-хăрса пырать.

Тепĕр шухăшлаттаракан самант: 2014 çулхи лаборатори тĕпчевĕсем Чăваш Енре çĕр улмин ылтăн нематоди сарăлса пынине çирĕплетеççĕ. Муркаш районĕнче 37 лаптăкра (8,75 гектар) ку мур иккен. Çавăн пекех нематода Шупашкар хулинчи пĕр çын хуçалăхĕнче "тупăннă". Асăннă вырăнсенче карантин фитосанитари зони тесе палăртнă. Чире сарăлма парас мар тесе унти пахча çимĕçе сутма чараççĕ.

Хальлĕхе ку сăтăрçă республикăри 19 районта пуррине çирĕплетнĕ. Чăннипе, питĕ хăвăрт сарăлакан сăтăрçă ку. Вăл федерацин Атăлçи округĕнчи тата 10 регионта вăй илнĕ: Чулхула, Чĕмпĕр, Киров, Пенза облаçĕсенче, Удмурт, Тутар, Пушкăрт, Мари Эл, Мордва республикисенче, Пермь крайĕнче.

Ÿсен-тăран чи малтанах илемĕпе хăй патне туртать. Чечексем пушшех те. Анăç Калифорни чечек трипсĕ текен кăпшанка специалистсем чÿлмекри тата ахаль çеçкесенче асăрханă. Ыттисене тапăнасран 110 чечеке çунтарма тивнĕ. Урăхла май та çук пулĕ. Ÿсен-тăрана тата пахча çимĕçе, улма-çырлана хавшатнă май тухăç палăрмаллах чакасси паллă. Çитменнине тата вăл тĕрлĕ вирус саракан шутланать. Çак амак ÿсен-тăранăн 250 тĕсне парăнтарнă.

Трипс пуçласа 1983 çулта Европăра куç тĕлне пулнă, паянхи кун тĕлне ăна Европăри пур çĕршывра та тенĕ пекех шута илнĕ. Раççей теплицисене трипс 80-мĕш çулсен вĕçĕнче çитнĕ. Чăваш Енре вăл "Ольдеевская" агрофирмăна иленнĕ. Унпа кĕрешме хуçалăхра ятарласа нăрăсем ÿстереççĕ. Тĕрĕссипе, пĕр çул кăна мар кĕрешеççĕ çав мурпа. Тĕппипех пĕтерме питĕ хĕн.

Киви çимĕçĕсенче вара тут щитовкине тупса палăртнă, шротра - амбрози, ипомей, сахал чечеклĕ ценхрус (ценхрус малоцветковый), сÿслĕ шăши кикенекĕ (череда волосистая) вăррисене.

Асăннă сăтăрçăсенчен хăшĕ сиенлĕрех те хăрушăрах пулни пирки татса калама хĕн. Амбрози, сăмахран, этеме япăх витĕм кÿрет. Сывă çынах самантрах хăйне начар туйма тата унăн пуçĕ вăйлă ыратма тытăнать, температури хăпарса каять. Чир вăй илсен сиплеме йывăр. Белгород облаçĕнче, сăмахран, амбрози полинозĕ диагнозпа 600 çын учетра тăрать.

Çавăнпа та армутие аса илтерекен палламан ÿсен-тăран куç тĕлне пулсан специалистсемпе çыхăнма сĕнес килет. Ăна Улатăр тата Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районĕнче "палласа" илнĕ.

Ценхрус "йĕпписем" тăрăннă вырăнсем те нумайччен пÿрленсе тăраççĕ. Курăка выльăх тутансан унăн çăвар ăшчикки шыçса каять, пÿрленет. Культурăллă ÿсен-тăрана ÿсме памасть, çавăнпа та тухăç чакать. Юрать-ха, шротра асăрханă вăрăсем "чĕррисем" пулман. Хăвăрт сарăлас хăрушлăхĕ вара унăн, чăнах та, пысăк. Ун пирки: "Шывра та путмасть, çулăмра та çунмасть", - тесен те йăнăш пулас çук. Типĕ çанталăка аван чăтса ирттерет. Шывра та часах путмасть. Вăрри тăпрара 5 çул таран ним мар пурăнаять. Вăл Белгород, Ростов тата Волгоград облаçĕсенче, Краснодар тата Ставрополь крайĕсенче "пуçтахланнă".

Киви çинче тупнă тут щитовки çыншăн хăрушă мар теççĕ специалистсем. Паллах, çимĕçе малтан лайăх çумалла. Анчах нумай улма-çырлана тата пахча çимĕçе пысăк сиен кÿрет.

Сăтăрçăсен мăшкăлĕ пулса тăрас мар тесен пахчари тата пÿлĕмри, вăрманти, уçланкăри, садри ÿсен-тăранпа сăнавлăрах пулăр. "Кĕтмен хăнасене" асăрхасанах специалистсемпе  çыхăнни сăтăрçăсен çулне пÿлме пулăшĕ.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.



Канаш ен
23 января 2015
11:02
Поделиться