Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Пакунлă Хĕл мучи парне парать

21 января 2015 г.

 

 Çĕнĕ çул уявĕсем тахçанах хыçа юлчĕç пулин те полицейски Хĕл мучин ĕçĕ вĕçленмен-ха. Вăл нарăс уйăхĕччен кулленех çула тухать.

Çак кунсенче полицейски Хĕл мучи вырăнне районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Алиса Иванова йышăнчĕ. Вăл Сиккасси ялĕнчи йывăр условисенче çитĕнекен çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул парни пачĕ. Ачасене сывă та ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă пулса çитĕнме, шкулта тăрăшса вĕренме сунчĕ. Ку парнесене Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ Игорь Романов хатĕрленĕ.  

Полици сотрудникĕсем çул çитменнисем тÿрĕ çултан пăрăнса каясран асăрхаттару ĕçĕсемпе тĕрĕс-левсем кăна мар, ыр кăмăллăх акцийĕсем те йĕркелеççĕ. Асăннă мероприятие район прокуратури те хутшăнать. Кăçал çак вăхăт тĕлне районти 17 ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă тата йĕркесĕр 37 çемьери 81 ачана парне панă. Çакнашкал рейдсем вăхăтĕнче эпир те вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ялти йĕркесĕр çемьесенче пулса куратпăр. Чылай чухне ача-пăча эрех-сăрапа туслă ашшĕ-амăшне пула чăн-чăн шар курать. Хăш-пĕр çемьере ачасем тутлă, вĕри апат, канфет-печени те çисе курайманни чуна ыраттармаллипех ыраттарать. Çитĕнекен çамрăка вара çимелли кăна мар, ашшĕпе амăшĕн юратăвĕ, ăнланăвĕ, хÿтти, ăшши кирлĕ.

Ирина АНДРЕЕВА.



Канаш ен
21 января 2015
10:55
Поделиться