Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Астăвăм вăхăтран хаклăрах

16 января 2015 г.

Астăвăм вăхăтран хаклăрах

Петр тавçăруллă ача пулнă. Юлташĕпе Семенпа фанерсенчен автобус евĕрлĕ сооружени хайланă. Ун çине ларса ял тăрăх ярăнса çÿренĕ. Патефон та ăсталанă. Кил умне çамрăксем пухăнса юрăсем итленĕ. Вăл лайăх ÿкернĕ. Унра инженер шухăшлавĕ амаланнă. Вăрçă тухман пулсан начар мар инженер е художник пулмаллаччĕ. Кукаçи вилсен Агафья Николаевна Канаша пурăнма куçнă. Петр катка-пичке ĕçне вĕренме вырнаçнă. Вăрçă çулăмĕ хыпса илсен Çĕмĕрле таврашăнче вăрман касакансен бригадинче юман пичке хăмисем хатĕрленĕ. Вун саккăр тултарсан хăй ирĕкĕпе çара кайнă. Ăна Владимир облаçĕнчи Гороховец хулинчи артиллерин вĕренÿ центрне янă.

1943 çулхи нарăс уйăхĕнче кĕçĕн командирсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă тупă наводчикне Бухтулов сержанта 16-мĕш артиллери дивизийĕн 1-мĕш батальонне янă. Унăн ывăлне Владимир Петровича тата шăллĕне Николая мирлĕ пурнăçра çак дивизин 49-мĕш бригади тăнă Запорожье хулинче çар тивĕçне пурнăçлама тивнĕ. Унта ашшĕпе пĕрле çапăçнă Шевченко майорпа тата Новиковпа Федюк старшинасемпе çывăх пулнă. Вĕсем П. Бухтуловăн паттăрлăхĕпе тата çирĕплĕхĕпе хăпартланнă. Петр Харитонович тивĕçлĕ канăва тухсан кашни çулах Одесса облаçĕнчи Рауховка тата Запорожье хулисенче пурăнакан Совет Союзĕн Геройĕсемпе Коняшкинпа, Поповпа тата ыттисемпе тĕл пулма кайнă. Вĕсем службăра тăнă дивизире Геройсем вун иккĕн пулнă. Вĕсен бюсчĕсене çар чаçĕсенче вырнаçтарнă.

1943 çулхи çу-утă уйăхĕсенче П.Бухтулов Брянск фронтĕнче çапăçнă. Нимĕçсен икĕ танкне вут хыптарнă, çĕре яхăн салтакĕпе офицерне леш тĕнчене ăсатнă. Çак паттăрлăхшăн вăл Верховнăй Главнокомандованин тавне тивĕçнĕ. Çулталăк вĕçĕнче артиллерин 16-мĕш дивизийĕ Кировоград тата Кривой Рог районĕсенче фашистсен контртапăнăвне сирсе янă çĕре хутшăннă. Раштавăн 22-мĕшĕнче тăшманăн икĕ пехота дивизийĕ  30 танк хÿттипе атакăна çĕкленнĕ. Иккĕмĕш батарея еннелле, унти пĕрремĕш тупăн наводчикĕ Бухтулов пулнă, 7 танк тата 100 яхăн автоматчик талпăннă. Хаяр çапăçура Петр виçĕ танка персе тивертнĕ, 30 фашиста тĕп тунă. Часах унăн кăкăрĕ çинче "Паттăрлăхшăн" медаль йăлкăшма тытăннă.

1944 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Украинăри Звенигородка хули çывăхĕнче тăшман пехотинецĕсен пысăк вăйĕ танксемпе усă курса ункăран тухас тĕллевпе наступлени пуçланă. Çĕрĕпе пирĕн позицисем çине вут-çулăм тăкнă. Тул çутăлнă тĕле фашистсем самаях çывхарнă. Хаяр çапăçу пуçланнă. Бухтулов орудийĕ умĕнче тăватă танк мăкăрланнă, танкистсемпе автоматчиксен виллисем выртнă. Петр Харитоновича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Чехословакири Кебелькут хули патĕнче çапăçусем эрнене яхăн пынă. Артиллери чаçĕ тăракан вырăна гитлеровецсен икĕ пехоти, 40 танк тата 20 бронетранспортер тапăннă. Бухтулов туппи еннелле 26 çар техники талпăннă. Расчета стройран кăларнă, Петр контузи илнĕ. Пĕччен юлнăскер хура хĕреслĕ тăватă танкпа виçĕ бронетранспортера пĕтернĕ, хĕрĕхе яхăн салтакпа офицера тĕп тунă. Снарядсем пĕтсен гранатăпа тата тепĕр танка стройран кăларнă. Хăйне иккĕмĕш хут взрыв минретнĕ. Нимĕçсем ăна чĕрĕлле тыткăна илесшĕн пулнă. Анчах та Бухтулов автоматран персе ункăран тухнă, тепĕр кунне ирхине полка таврăннă. Унăн наградисем çумне виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ хушăннă.

П.Бухтулов Çĕнтерĕве Австрире кĕтсе илнĕ. Хăйĕн туппипе вăрçă çулĕсемпе 6 пин ытла çухрăм утса тухнă. Правительство унăн паттăрлăхне пысăк хак панă. СССР Аслă Канашĕ 1946 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне пани çинчен Указ кăларнă. Ун чухне вăл Одессăри Хĕрлĕ Ялавлă çар округĕнче службăра тăнă. Геройăн Ылтăн çăлтăрне тата Ленин орденне опера театрĕнче Георгий Жуков маршал панă. Награда илнĕ хыççăн Петр Харитонович Канаша килнĕ. Унăн тăванĕ Марье амăшĕпе тата ачисемпе резецсен завочĕ çывăхĕнчи баракра пурăннă. Çĕрле картиш хапхине питĕрнĕ пирки вăл карта урлă каçса кĕнĕ, чÿрече кантăкĕнчен шакканă. Хăнана герой килнине пĕлсен барак вĕлле хурчĕсем пек сĕрлеме тытăннă. Коридорта сĕтел хатĕрленĕ, камăн ĕçме-çиме мĕн пур çавна кăларса лартнă. Ирхине хула ачисем паттăра курма пынă. Куçĕсем еплерех çиçнĕ вĕсен: кашнин ун пек пулас килнĕ. Çар комиссариатне учета тăма кайсан Петр çула май хула паркне кĕнĕ. Унта вăл пĕрле ÿснĕ хĕрпе тĕл пулнă. Часах Мария Емельяновнăпа Петр Харитонович пĕрлешнĕ.

Мария та вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Вăл аэростат батальонĕнче службăра тăнă. 42 çула çитсен йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă, пилĕк ачана çурма тăлăха хăварнă.  Çулталăкран Бухтулов иккĕмĕш хут авланнă. Вăл Мучар ялĕн хĕрне Аннăна качча илнĕ. Вăл та пилĕк ача çуратнă.

Канашра П.Бухтулов пурăннă çуртра асăну хăми вырнаçтарнă. Анчах та вăл тĕссĕрленнĕ, ун çинче мĕн çырнине вулама хĕн. Тен, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕ тĕлне паттăр артиллериста аса илсе асăну хăмине çĕнетĕç. "Çĕнтерĕве 30 çул" урамра икĕ паттăр, Петр Бухтуловпа Иван Кабалин, пурăннă. Çак урама "Бухтуловпа Кабалин паттăрсен урамĕ" тесе улăштарсан Канаш çыннисем кăмăллă пулĕччĕç. Ас тăвăм вăхăтран хаклăрах вĕт.

Виталий АЧЧА хатĕрленĕ.



Канаш ен
16 января 2015
10:38
Поделиться