Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Нушине сахал мар чăтса ирттернĕ

 Евгения Васильевна Васильева 1924 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ешкилт ялĕнче çуралнă. Пăтăрмахлă тапхăрта çут тĕнчене килнĕ май пурнăçĕ çăмăл пулман унăн. Аслашшĕ, Еремей Герасимович, ялта арман тытнă. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра вĕсен арманне тата ытти хуралтăсене туртса илнĕ, кĕлетри тыррине тĕпĕ-йĕрĕпе пуçтарса тухса кайнă. Хĕр-упраçăн ашшĕ Василий хăйсен арманне çăлса хăварасшăн пулнă, анчах та ăна вĕлернĕ.

 Вăл вăхăтра пуян тесе нумайăшне Çĕпĕре ăсатнă. Евгень аппан ашшĕне вĕлернипе вĕсен çемйине Çĕпĕре илсе каясран хăтарнă. Еремеевсем пĕчĕк мунча туянса çавăнта пурăнма тытăннă. "Ачалăхра çиме нимĕн те пулманнипе арман тавралла пĕрене çине пуçтарăннă çăнăх тусанне паккал çине пуçтарса анне яшка пĕçерсе паратчĕ", - аса илет куççуль витĕр кинемей. Çав арманта аслашшĕпе ашшĕ ĕçленĕрен чуна питĕ çывăх пулнă вăл.

Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра Çĕпĕре ăсатнисен ĕнисене илсе юлса пĕчĕк фермăсем тума пуçланă. Пĕчĕк Евгень çав ĕнесене çитерме çÿренĕ, çавăншăн ăна çăмах яшки пĕçерсе çитернĕ. Питĕ вĕренес килнипе 1933 çулта ачасемпе пĕрле шкула кайма тытăннă, анчах та кулак ачи тесе ăна тăтăшах хĕненĕ. Çакна кура хăйсен ялĕнче пурăнакан Петр Андреевич арăмĕ Клавдия Семеновна пуян çын ачине пăхма илнĕ, çав вăхăтрах куçăм мар йĕркепе вĕренме пулăшнă. Ачи Гена ятлă пулнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Çулталăкран пĕчĕк Евгене Канаша ача пăхма илсе кайнă. Пиччĕшĕ Мускава тракториста вĕренме тухса кайсан килĕнчен аппăшне вăрласа кайнă, кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕне пăхма амăшĕ хĕрне каялла илсе килнĕ. Пĕчĕкскерсем яланах ун хыççăн çÿренĕ, вĕсем уя шăннă çĕр улми, тырă пĕрчисем пуçтарма тухнă. Ачисене ура çине тăратма пĕччен хĕрарăма çăмăл пулман паллах.

"Çамрăклах колхоза ĕне, сурăх пăхма кайнă. Лаша кÿлме пĕвĕм çитейместчĕ, унăн айне кĕрсе тăманни кăначчĕ", - аса илет Евгень аппа. Йăмăкĕпе шăллĕне ура çине тăратма амăшне мĕн вăй çитнĕ таран пулăшас тенĕ ĕнтĕ. 15 çул тултарсан хĕр-упраçа Сĕнтĕрвăрри çулне тума илсе кайнă. Пир саппун, урари çăпатасем çĕтĕлсе тухнă, çапах та пур пĕрех ĕçлемелле пулнă.

Кĕçех хаяр вăрçă пуçланнă. Урам тăрăх вăййа тухса савăнмалли çамрăксене фронта илсе кайнă. Тылра юлнисен пурнăçĕ те çăмăл пулман, Евгене Тăвайне окоп чавма янă, унтан Вăрнар вăрманне касма илсе кайнă. Шартлама сивĕре пит çăмартисем тăм тивнипе сĕвĕннĕ, ал-ура ним пĕлми пуличчен шăнса кÿтнĕ. Ĕçлесе ăшăнма тăрăшнă. Çуркунне çитсен ака тума кайнă. Ĕçлекенсем бараксенче пурăннă, унта вĕсене пыйтă-хăнкăла канăç паман, тĕрлĕрен чир-чĕр аптратнă. Вăй питти çамрăксен 50-70 грамм таякан çăкăр чĕллипе выçă тапхăра тÿссе ирттермелле пулнă.

1945 çул. Вăрçă чарăнсан халăх мĕн тери хĕпĕртенĕ. Пурнăç йĕркеленсе каясса, йывăрлăхсем пĕтессе шаннă. Анчах та юхăнтарнă çĕршыва ура çине тăратма çăмăл пулман. Çамрăксене каллех патшалăх планне тултарма явăçтарнă. Вĕсем пин ытла кубла метр вăрман каснă, пĕренесене лашасемпе тăвалла сĕтĕрнĕ. Йывăр ĕçе пула лаши суккăрланса ларнă. Ăна çавăтса 200 çухрăм утса яла таврăнма тивнĕ. Шуртана çитнĕ çĕре лаши вăйран кайнă, утайми пулнă, хăй вара çаплипех малалла талпăннă. Чылай утнипе çăпата час-часах çĕтĕлнĕ, ишĕлсе те тухкаланă, хĕр-упраç вара хăй çăпата хуçма вĕреннĕ.

Çуркунне çитсен акана тухма васканă. Акана вĕçлесен 1946 çулта преми, материал панă. Ку вĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулнă. Каярах хĕр-упраçа каллех Сĕнтĕрвăррине çул тума илсе кайнă. Ĕçлекенсене пĕрер пăт тырă панă. Анчах та ăна киле илсе çитерме нимĕнле май та пулман, çавăнпа та ăна сутса кăштах укçа тунă. 1947 çулта Евгене Владимир облаçне ĕçлеме янă. Вăл Стахан пăчăкĕпе пĕччен ĕçлесе 3-4 кубла метр вутă хатĕрлеме пултарнă. "Пĕччен ĕçлеме лайăхрахчĕ, йывăçсене касса пĕр-пĕрин çине тайăнтараттăм, кайран пурне те пĕрле касса яраттăм", - каласа кăтартать Евгень аппа. Вăрман касас ĕçре те хăйĕн вăрттăнлăхĕ пурах. Хастар ĕçленĕрен ăна бригадира суйлаççĕ. Виçшер сменăпа ĕçленĕ çамрăксем канса тата тăраниччен çывăрса та курман. Троспа çаклатса тункатасене туртса кăларнă. Унта ĕçленĕшĕн материал тата ытти пĕчĕк пулăшу парса хавхалантарнă. Яла çитсен пике пÿрт лартма ĕмĕтленнĕ. Чулхулана çитсен Евгень аппан сумкине çĕçĕпе касса япалисене тата укçине кăларса илнĕ. Инкек тÿснĕскере пĕр çамрăк ача пăрахут çине лартса янă, çул çине пĕр ывăç мăйăр тыттарнă. Киле вăл питĕ нушаллă çиткелесе пĕтнĕ. Таврăннă вăхăтра амăшĕ урпа вырнă. Амăшĕ хĕрне савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ. Çывăх çыннине кулянтарас мар тесе хĕр тĕрĕссине каласа кăтартма хăюлăх çитереймен.

Каялла кайма вăхăт çитсен вăхăтра килтен тухса каяйман хĕр-упраç. Палăртнă вăхăта çитейменшĕн ăна икĕ çул патшалăхшăн ĕçлемелле туса хунă. Кĕркунне тантăшĕсене киле ярсан унăн отработкăна юлма тивнĕ. Тăван тăрăха вăл 1949 çулта çеç çитнĕ, колхозра ĕçлеме пуçланă.

1951 çулта Евгень аппа пулас мăшăрĕсен килне кукăль пĕçерсе килет. Ешкилт ялĕн каччи Степан Федоров çамрăк хĕре тÿрех куç хывать. Вĕсен виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралать. Çамрăк хĕрарăм тем сăлтава пула йывăр чирлесе ÿкет, больницăра ăна пулăшма май çуккине пĕлтереççĕ. Йывăр вăхăтра чирлĕскере хунямăшĕ пăхать. Анчах та чире парăнмасть Евгень, килте тĕрлĕ курăкпа сипленет, амакпа вăй çитнĕ таран кĕрешет. Ура çине тăрсан килте алă усса лармасть, кирпĕч заводне çул тытать. 1970 çулта фермăра кладовщик пулса ĕçлеме тытăнать. 1980 çулта тивĕçлĕ канăва тухать.

Пенсие тухсан та килте лараймасть вăл, Геннадий Васильевич бригадир ĕçе чĕнет. Евгень аппа вара тепĕр виçĕ çул кладовщикра вăй хурать. Максим Матвеевич ыйтнипе 1983 çултан пуçласа 1993 çулччен ял Советĕнче тăрăшать. Унтан 1996 çулччен тăван хуçалăха ĕçе çÿрет. Ĕç стажĕ унăн пĕтĕмпе 65 çула çитнĕ.

Хальхи вăхăтра Евгень аппана кĕçĕн ывăлĕ Витя пăхать. Хĕрарăм виçĕ ывăлне те салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Кĕçĕннин пурнăç çулĕ çăмăл пулман, Афганистан вăрçи витĕр тухма лекнĕ. Яла таврăнсан вăл тăван хуçалăхра тракторпа ĕçленĕ, кил-çурт çавăрнă. Кинемейĕн 6 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук çитĕнеççĕ.

Çак кунсенче 90 çулхи юбилейне Шупашкарти пĕр кафере уявласси çинчен пĕлтерчĕ Евгень аппа. Иртни çинчен ан хурлан, малалла та çак çутă пурнăçпа савăнса пурăн тесе калас килет ăна.

Людмила ФИЛИППОВА,

Шуркасси ял библиотекарĕ.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournal


Канаш ен,№3
16 января 2015
17:35
Поделиться