Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Этем чунне сиплекенсем ("Канаш ен")

Вырсарни кун пирĕн çĕршывра Медицина ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Шăхасанти психиатри больницинче професси уявне халалласа савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Учрежденин тĕп врачĕ О.Чердакова кĕскен уяв историйĕпе паллаштарнă, юлашки вăхăтра пулса иртнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăнă, сывлăх сыхлавĕнче палăрнă врачсене, сестрасене тата санитаркăсене грамотăсем панă. Больница 200 пине яхăн çынна пăхса тăрать. Ун çумне диспансер уйрăмне тата Канаш, Шăмăршă, Тăвай, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи участокри психиатр врачсен ĕç пÿлĕмĕсене кĕртнĕ. Стационар койкисем 225, вĕсенчен 200-шĕ психиатрипе, 25-шĕ наркологипе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров хăйĕн саламне наградăсемпе çирĕплетрĕ. Вăтам пусăмри медицина ĕçченĕсен Г.Евграфован, А.Васильевăн тата И.Иванован ĕçĕсене Хисеп грамоти парса палăртрĕ. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль медицина ĕçченĕсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

А.ТЯМИНА.



11 июня 2014
10:24
Поделиться