Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Машарне варласа килне

30 апреля 2014 г.

 

 Çак кунсенче пирĕн кукаçипе кукамай çемье çавăрнăранпа 50 çул çитет. Вĕсем Вăтапуç салинче пурăнаççĕ, иккĕшĕ те çав ялтанах. Кукаçи - Николай Никитич Андрианов 1938 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Вăрнар районĕнчи Калининăра электрик ĕçне алла илнĕ. Юратнă ĕçĕпе мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра вăй хунă. Кукамай - Зинаида Николаевна Егорова 1939 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Хĕр чухне почтăра ĕçленĕ, пĕр вăхăт шкулта техслужащире тимленĕ. Кайран почтальонка пулнă. - Эпĕ пĕчĕклех ял пурнăçне кăмăлланă. Эпир çамрăк чух яла автобус та çÿремен. Çутăлнă çутăлман тăрса Канаша сĕт сутма çуран çÿреттĕмĕр. Ун чухне ывăннине те ас тумастăп,- аса илет кукамай. Кукаçи те часах пирĕнпе пĕрле ăшă калаçăва хутшăнчĕ, 50 çул каялла мĕнле авланни çинчен пĕлтерме васкарĕ. - Мăн кун эрни иртсен 1964 çулта аттепе аннене авланасси çинчен пĕл-тертĕм. Вĕсем сĕтел çине çимелли хатĕрлерĕç. Эпĕ Зинаидăна вăрласа килтĕм. Ашшĕ-амăшĕ килсен хĕр хирĕç пулмарĕ. Çавăнтанпа паянхи кунччен пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Кайран пире колхоз кил-çурт çавăрма çĕр уйăрса пачĕ. Çĕнĕ вырăнта тĕплентĕмĕр. Николай Никитичпа Зинаида Николаевна 3 хĕр те 2 ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Марина, Ирина, Александр, Женя Вăтапуçĕнчех пурăнаççĕ, Светлана Вăрăмпуçĕнче тĕпленнĕ. Эпир, мăнукĕсем, уроксем хыççăн кĕрсе тухатпăр, сывлăхĕсемпе интересленетпĕр, пулăшма тăрăшатпăр. Мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхнăскерсем пĕрре те ахаль ларасшăн мар, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Ылтăн туй ячĕпе хĕрĕсемпе ывăлĕсем, 9 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕсем, кÿршисемпе хăти-тăхлачисем саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунаççĕ.

А.ЗАХАРОВА, Вăтапуç шкулĕ, 10-мĕш класс.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники


"Канаш"
06 мая 2014
16:24
Поделиться