Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Кун йĕркинче - ял аталанăвĕ

Новости » Кун йĕркинче - ял аталанăвĕ

09:20 23 апреля 2014 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн тата РФ Президенчĕ çумĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас тата демографи политики енĕпе ĕçлекен канашăн пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Унта ял территорийĕсен çирĕп аталанăвне тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухнă. Владимир Путин Президент палăртнă тăрăх - ял территорийĕсен çут çанталăк, экономика, демографи тата историпе культура хăвачĕ пысăк, унпа кирлĕ пек усă курни ялăн çирĕп аталанăвне, çынсен пурнăçĕн пысăк пахалăхне тивĕçтермелле. Паян ялсенче 37 млн çын пурăнать - Раççей халăхĕн 26 проц. Ларура РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров, регионсен пуçлăхĕсем, общество организацийĕсен, политика партийĕсен представителĕсем сăмах илнĕ. Йышăннă мерăсем ялти пурнăç шайне çĕклеме пулăшнине палăртнă. Лару хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика ялăн социаллă тата инженери инфратытăмне аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçлени çинчен каланă. Паян лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерес ыйтăва татса памалла. "Пĕтĕмĕшле илсен Раççейре яллă вырăнсенчи ĕç укçи экономикăри вăтам кăтартуран 2-2,5 хут пĕчĕкрех. Çавăнпа патшалăхăн пуçаруллă çынсене тĕревлемелле. Вĕсем бизнеса аталантарччăр, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр", - тенĕ Михаил Васильевич.

К.АЛЕКСАНДРОВА.

 

 

 

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники


"Канаш"
23 апреля 2014
11:50
Поделиться