Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Хăрушлăха кĕрсе ан ÿкчĕр ("Канаш ен")

Район администрацийĕн акт залĕнче ял тăрăхĕсенче обществăлла хăрушсăрлăха сыхлакан ирĕклĕ халăх дружинисен канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, дружинниксем, район активисчĕсем хутшăннă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров уçнă. Тĕп калаçу районта обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ирĕклĕ халăх дружинисем йĕркелесси çинчен пынă. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин сăмах каланă. Вăл "Чăваш Республикинчи халăх дружинисем" çинчен йышăннă саккуна районта мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарнă. Ял тăрăхĕсенче дружина членĕсем 129-ăн. Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан полицийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлев иртнĕ çулта çын вĕлересси, урамра преступлени тăвасси ÿснине палăртнă. Эдуард Николаевич ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне лайăхлатас тĕллевпе списокра полици сотрудникĕсемпе ялсене тухса кайма, обществăлла йĕркене сыхлама службăна тухма хатĕр çынсене хăварма, вĕсене çулталăк вĕçĕнче хавхалантарма бюджетра укçа уйăрма сĕннĕ. Районти полицин пай пуçлăхĕн çумĕ Л.Антонова ялсенчи культура çурчĕсенче ирттерекен кану каçĕсенче çул çитмен çамрăксемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшне те курас килни çинчен пĕлтернĕ. Любовь Ивановна преступленисемпе право йĕркине пăснă тĕслĕхсем, вĕсене камсем туни çинче чарăнса тăнă. Районти полицин ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Д.Гусев районта шута илнĕ транспортсем 9 пине яхăн пулнине пĕлтернĕ. Иртнĕ çул ÿсĕрле çул-йĕр правилине пăсни ÿснĕ. Видеорегистраторпа çулсем çинче йĕркене 4700 хутчен пăхăнманнине палăртнă. Çуран çынсем çине кĕрсе каяссин хисепĕ пысăкланнă. Канашлу конкретлă задачăсем йышăннă. Полицине ирĕклĕ халăх дружинисен речĕсене ÿстерес тесе ял тăрăхĕсемпе пĕрле ĕçлесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

А.ТЯМИНА.



14 апреля 2014
16:25
Поделиться